30 мая 2008 г.
Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи апрелĕн 7-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 7-мĕшĕччен районти ялсене тирпей-илем кĕртес тата йывăç-тĕмсем лартас тĕлĕшпе санитарипе экологи ик уйăхлăхĕ иртмелле. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем кун валли ятарлă мероприятисен планне те туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçласси вырăнсенче мĕнле пулса пырать-ха?
Малтанах çакна та палăртса хăварасшăн: Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, ялсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарасси малалла пулса пырать. Ял тăрă-хĕсен пуçлăхĕсене иккĕмĕш çул ĕнтĕ çав çулсем çывăхĕнче, 35—45 метр инçĕшне йывăçсем лартса хăварма хушнă. Вăхăт иртнĕ май, унта хÿтлĕхлĕ вăрман тăрă-хĕсем пулса кайĕç. Вĕсем хĕллехи çил-тăмансенче автоçула юр хĕвсе лартасран чарса тăрĕç. Кунсăр пуçне таврана илем кÿрсе ларĕç.
Çĕр реформине малалла тăснă май, çĕр пайĕсене çирĕплетнĕ чух йывăç лартмалли лаптăксене тĕллевлĕ хăварса пыма палăртнăччĕ. Упи ял тăрăхĕнче çÿлерех асăннă ĕçе пурнăçлассипе тĕллевлĕ тăрăшнине палăртмалла. Акă, кунта Тусайпа Упи хушшинче автоçул хĕррипе 5200 тĕп тĕрлĕ йывăç-тĕмĕ лартса хăварчĕç. Çак ĕçе пурнăçлама ял тăрăхне Упи шкулĕн вĕренекенĕсем пулăшрĕç. Мăн Шетмĕпе Алманч, Красноармейскипе Кĕçĕн Шетмĕ, Карайпа Пикшик тăрăхĕсенче вара çырма-çатрасемпе тĕрлĕ вырăнсене пĕрер пине яхăн йывăç-тĕм лартса тухрĕç. Çав вăхăтрах Чатукассипе Еншик Чуллă ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе нимех те туман тесен те тĕрĕсех.
Кунта çакăн пирки асăнса хăварни те вырăнлă. Кĕçех Çимĕк çитет. Çавăнпа та вырăнсенче унччен масарсенче тирпей-илем тума тăрăшасчĕ, ялти, урамри, предприяти-организацири илем эпир хамăр ку тĕлĕшпе мĕнле тăрăшнинчен килет. Çакна яланах асра тытса пурăнар тата ĕçлер.