30 мая 2008 г.
Кacалхи cĕртме уйaхĕн 1—5-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери “Атaл чиккинче” патриотла кинофестиваль иртесси пирки хаcатра пĕлтернĕччĕ.
Раccей тата ют cĕр-шыв кинематографисчĕсен форумне Чaваш Енре йĕркелени ахальтен мар пулĕ. Пирĕн хамaрaн киностуди пулнa. Aна И. С. Максимов-Кошкинский йĕркеленĕ. Иоаким Степанович cав вaхaтрах режиссер, сценарист, актер, ертycĕ тивĕcĕсене те пурнacланa. Cак ĕcре aна чи cывaх cынни, тусĕ, мaшa-рĕ, пултаруллa актриса Татьяна Степановна Бурашникова (Тани Юн) пулaшса пынa.
И. С. Максимов-Кошкинский ертсе пынa “Чaвашкино” студи 1926—1930 cулсенче ĕcленĕ. Cав тапхaрта илемлĕ cак фильмсене ÿкернĕ: “Волжские бунтари” (1926), “Сарпике” (1926), “Черный столб” (1927), “Ял” (“Вихрь на Волге”) (1928), “Апайка” (“Прачка”) (1929), “Священная роща” (1930), “Асту” (“Помни”) (1930). “Чaвашкино” документ фильмĕсем те кaларнa: “Страна Чувашская” (1927), “60 лет чувашской грамоты” (1927), “Рожденная Октябрем” (1930).
1926 cулхи cĕртме уйaхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта пурaнакансем “Волжские бунтари” ĕcпе пуcласа паллашнa. Кĕркунне асaннa фильм Пĕтĕм Союзри проката тухнa. Cав тапхaрта ятарлa кинотеатрсем пулман тесен те тĕрĕс пулĕ. Пĕртен-пĕр кинотеатр, “Арс” ят панa-скер (маларах — “Патэ” тенĕ), Улатaр хулинче 1908 cулта уcaлнa. Вaл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш cулĕсен варриччен ĕcленĕ.
1933 cулхи нарaс уйaхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта сасaллa пĕрремĕш кинотеатр уcaлнa. Aна “Художественный” ят панa, 1950 cултанпа — “Родина”. Вaл 700 вырaнлa пулнa. Унта кaтартнa пĕрремĕш фильм — “Златые горы”.
“Cеcпĕл” — республикaри чи пысaк кинотеатр. Aна 1973 cулхи чÿк уйaхĕн 5-мĕшĕнче уcнa. Унта икĕ зал — 800 тата 300 вырaнлисем. “Cеcпĕлте” кaтартнa пĕрремĕш фильм — “Приваловские миллионы”. Хамaр cĕр-шывра кaларнa фильмсене пропагандaлас енĕпе aнacлa ĕcленĕшĕн 1994 cулта “Cеcпĕл” кинотеатр “Золотой Овен” премие тивĕcнĕ. Асaннa кинотеатр 1998 cултанпа Раccей кино центрĕ шутланать.
Пĕтĕм тĕнчери “Атaл чиккинче” патриотла кинофестиваль икĕ енĕшĕн те — республика cыннисемпе aна йĕркелекенсемшĕн — усaллa, кaсaклa иртессе шанатпaр. Фестивале тaратнa ĕcсене темиcе номинаципе хаклĕc. Cĕнтерÿcĕсене “Ылтaн Анне” статуэткaпа чыслĕc.