АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртмасть, ĕçмест — пур çавăн пек çын

30 мая 2008 г.

 

Красноармейскинчи ĕçпе педагогика ветеранне — Михаил Ильич Ильина ватти-вĕттипех аван пĕлет. Кушкăра йышлă çемьере çуралнă. Пĕлтĕрхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче сакăр вунă çул тултарчĕ.

Аллă çула яхăн ачасене вĕрентнĕ вăл. ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн çине тăракан çын Михаил Ильич. 1965 çултанпа пирус-чĕлĕм туртмасть.

1984 çултан тытăнса вара — эрех-сăраран ют. Нумай пулмасть, унпа курнăçрăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

— Михаил Ильич, 43 çул ĕнтĕ Эсир пирус-чĕлĕм туртмастăр. Ку тĕлĕшпе чăн-чăн патриотах…

— Каплах ан мухтăр-ха. Чун-чĕре çирĕплĕхĕ вăйлăрах маншăн кунта. Хамран çирĕпрех ыйтни хаклă тесшĕн эпĕ. Ĕçместĕп тесе вăрттăн улталани усăсăртарах.

Манăн атте — Илья Яковлевич Яковлев — 30 çул ытла ачасене пĕлÿ панă. Репрессие пула хаклă çыннăмăрăн кун-çулĕ вăхăтсăрах татăлчĕ. Хăй пурăннă чух çăвара табак таврашĕ хыпса курман вăл. Атте пирĕншĕн — ачисемшĕн — чăтăмлă, тÿсĕмлĕ, пултаруллă çын пулнипе асра юлнă.

Апай çĕре кĕнĕ хыççăн, тĕрĕссипе малтанах, пĕр икĕ-виçĕ çул турткаланăччĕ-ха. Институтра вĕреннĕ тата шкулта ĕçленĕ çулсенче вара пачах туртман. Тьфу! Кирлĕ марах тетĕп тĕтĕм-сĕрĕме…

Çемьере манпа пĕрле 5 ывăлччĕ тата пĕр хĕрччĕ пирĕн. Чи асли — Захар — туслă марччĕ пирус-чĕлĕмпе. Иван çамрăк чух тăрăшсах мăкăрлантаратчĕ. Пăрахрĕ. Георгий виличченех алăран ямарĕ пируса. Ман умĕнхи — Дмитрий — 79 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Подполковникчĕ.

Пĕр тăвансенчен чи кĕçĕнни — эпĕ. Сакăр вуннă урлă каçнăшăн савăнатăп. Ыттисем çитеймерĕç çав çула. Халь пурăнатăпах пулĕ тесе шутлатăп. Ватлăх туяпа юнать пулин те хама йăвашах туймастăп-ха. Гимнастика тăватăп, тăватă килограмм таякан гантеле çĕклетĕп.

— Эрех-сăрапа та туслах мар вĕт, Эсир?

— Тĕрĕсех . 1984 çултанпах. Урă пурнăçпа пурăнатăп. Шăмшак çăмăл. Пуç ыратмасть. Астăватăп-ха, ĕçме пăрахнă малтанхи çулсенче хăна-вĕрлене пухсан, хăшĕ-пĕри сĕтел çине лартнă чей е пылак шыв çине, улталатпăр тесех те пуль, хаяр шĕвек ярса пани те пулнăччĕ.

Чун-чĕре çирĕплĕхне улталаймăн, хамран çирĕпрех ыйтни парăнтаратчĕ те çавнашкал вăрттăнлăха.

Туртмасăр, эрех-сăра ĕçмесĕр хама пиçĕхтернипе япăххине курмастăп-ха хальлĕхе. Вăй-хал енчен те аптранине туймастăп. Икĕ çухрăмри дачăна çÿретĕп. Малтанхи çулсенче унта кайнă чух, урасем çемĕçмелле, чупса та илеттĕм.

Апат-çимĕçе тиркеместĕп. Ытларах пĕçернĕ çăмартана килĕштеретĕп. Çатма çинче ăшаланине те тиркеместĕп.

Темиçе çул каялла пулла та, кăмпана та васкаттăм.

— Сывă пурнăç йĕркине чăннипех те парăннă арçын Эсир. Аллă çул ытла, акă, шашкăлла вылятăр. Шашкăлла выляс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.

— Кусем те сывă та урă пурнăçăн паха енĕсемпе çыхăннă. Манăн вĕренекенсен йышĕнче 1 тата 2—3 разрядлă шашистсен хисепĕ вунă çул каяллах 200 çынран та иртрĕ пуль.

Йĕлтĕрпе чупассипе те чемпион пулнă эпĕ. Чушкăлла, волейболла вылянă çамрăк чух.

Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор пулнипе те палăртăм. Ку таранччен аллă ытла юрă кĕвĕлерĕм.

Вăхăт шав малаллах васкать. 2010 çулта, ав, юратнă, ăш пиллĕ мăшăрăмпа — Марьепе — çемье çавăрнăранпа 50 çул çитет. Ăна уявлама та сывлăх пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика