30 мая 2008 г.
2008 çулшăн Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн стипендине пирĕн районăн 11 представителĕ ти-вĕçнĕччĕ. Майăн 26-мĕшĕн-че район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов вĕсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулчĕ. “Сирĕн ĕç-хĕл, пурнăçăрти активлă позици ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла”, — ырă суннă май, палăртрĕ Николай Илларионович, çакнашкал тĕл пулăва кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та йĕркелессине пĕлтерчĕ.
Тĕл пулура Президент стипендиачĕсене çавăн пекех физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ А. Н. Лебедев тата йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов малашнехи ĕçпе вĕренÿре ăнăçусем сунчĕç.