30 мая 2008 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, юн кун Мăн Шетмĕ салинче çуллахи ярмарка пулать. Кăçал ăна Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа ирттереççĕ. Юн кун пуххинче савăнăçлă пай хыççăн ял хуçалăхĕнче малта пыракансене чыслаççĕ. Волейбол тата футбол турнирĕсем иртеççĕ. Чи маттуррисемпе вăйлисем шăчă тăррине хăпарассипе тупăшаççĕ. Вĕтĕр-шакăр карусельпе ярăнса савăнĕ. Шÿрпе, шашлăк пĕçереççĕ, апат-çимĕç продукчĕсемпе, промышленность таварĕсемпе сутă тăваççĕ. Юн кун пуххине пуçтарăнакансем Шупашкартан килнĕ артистсен концертне те пăхса савăнма пултарĕç. Уяв 11 сехетре пуçланать.
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчех Алманчра та çуллахи ярмарка пуçтарăнать.