30 мая 2008 г.
Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн информаци центрĕнче майăн 19-мĕшĕнче партин “Таса шыв” проекчĕпе канашлу пулнă. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленность комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕнче “Единая Россия” фракци членĕ Владимир Тимофеев Чăваш Ен представителĕ пулнă. Шăп та лăп вăл пирĕн республикăра партин “Таса шыв” проекчĕн координаторĕ шутланать.
— Канашлăва “Единая Россия” партин Аслă Канашĕн председателĕ, Патшалăх Думин председателĕ Борис Грызлов ирттерчĕ, — тенĕ Владимир Владимирович, Шупашкара таврăнсан, хăй канашлăва хутшăнни çинчен каласа панă май. — Вăл ку проект çĕр-шыври çынсен пурнăçне хальхи 60 ытларах çулран 2020 çул тĕлне 75 çула çити тăсма май панине палăртрĕ. Çапла майпа пахалăхлă шыв ĕçни урлă парти пирĕн çĕр-шыври граждансен пĕтĕмĕшле пурнăç тăршшĕне ÿстерес задачăна татса парасшăн.
Партин “Таса шыв” проектне пурнăçласси пĕр харăс темиçе çул-йĕрпе пулса пырĕ. Ку вăл экологи те, трубопроводсен шайĕ те, нумай хваттерлĕ çуртсене пĕтĕмĕшле фильтрсемпе тивĕçтересси те, шыв упранакан çĕнĕ вырăнсене шырасси те, ваккăн (розничный) илекен сетьсенчи фальсификациленĕ шывсене тупса палăртасси те. Шывпа усă курас системăна малашлăхра шыва кирлĕ шая çитерме май паракан çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртме пăхаççĕ. Вăл вара шыва тасатнипе пĕрлех, ăна пурнăçшăн кирлĕ микроэлементсемпе пуянлатасси пирки те калать.
Халĕ вара ĕç ушкăнĕ умĕнче пĕрремĕш — Чăваш Енри ĕçмелли шывăн мониторингне ирттерес задача тăрать. Çак анализа тунине “Единая Россия” партин регионри уйрăмĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрĕ. Мониторинг Чăваш Енри ку ыйтун чи çивĕч точкисене тупса палăртма пулăшать. Кун пек ыйтусене регионсенче тата федераллă шайра мĕнле татса панине тишкермелле. Юлашкинчен, хальхи технологисене шута илсе, чи тухăçлă сĕнÿсемпе мероприятисем хатĕрлемелле. Канашлура хлорпа усă курмасăр шыва чир ертми тумалли çĕнĕ шухăшсем пурри çинчен те каланă. Патшалăхăн “Таса шыв” программи шучĕпе “Антихлор” çумпрограмма пăхса хăварнă.
— Пирĕн хамăрăн “Чăваш Республикинчи халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтересси” тĕллевлĕ программа пур. Ăна 3 çуллăха шутласа хунă тата 2008 çул вĕçлениччен пурнăçа кĕртмелле. Паян эпир партин анчахрах старт илнĕ “Таса шыв” проекчĕ — республикăн çĕнĕ программине пурнăçлас çĕрти пысăкрах шай пулнине çирĕплетсе калама пултаратпăр. Унăн юлашки тĕллевĕ пирĕн республикăри граждансен пурнăç тăршшĕне тăсасси пулса тăрать, — тет В. Тимофеев.
Асăннă проект Раççейре пурăнакансен сывлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлине шута илсе, “Единая Россия” партин Аслă Канашĕн Председателĕ Борис Грызлов Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин патне партин “Таса шыв” проектне патшалăх программи статус пама сĕнÿпе тухнă. 2008 çулччен туса хатĕрлекен çĕнĕ Программа приоритетлă характер илет.