АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхинчен виçĕ çын нумайрах аманнă

30 мая 2008 г.

 

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комиссин (председателĕ — ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров) черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Малтанах унта районти çулсем çинчи лару-тăру кăçалхи 4 уйăхра епле пулни пирки ГИБДДн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В. Алексеев каласа пачĕ. Çак тапхăрта 5 аварие (3-шне ютран килнĕ водительсем тунă) шута илнĕ (иртнĕ çул 4 пулнă), вĕсенче 7-ĕн (пĕлтĕр 4-ăн) аманнă. Кăçалхи январь — апрель уйăхĕсенче Трак енре çул-йĕр правилисене пурĕ 578 хутчен (2007 çулхи 4 уйăхра 529) пăснă. Руль умне ÿсĕрпе ларнăшăн ку тапхăрта 26 водителе (пĕлтĕр 25) тытса чарнă. ГИБДДн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем 3 преступленине уçса панă.

Транспорт хатĕрĕсен шучĕ районта ÿссех пырать, кăçалхи I кварталта çеç тата 239 хушăннă, 3316-а çитнĕ. Çавăнпах ГИБДД сотрудникĕсен (хальлĕхе вĕсем районта 3-ĕн кăна-ха) ĕç калăпăшĕ ÿссех пырать. Тĕпре, яланхиллех, ăнлантару ĕçĕ. Транспорт хатĕрĕсем тытакан 21 хуçалăхра, ав, калаçусем йĕркеленĕ. Сăмах май, райхаçатра ку темăпа статьясем пичетлесси те лайăхланнă. Тăтăшах рейдсем те йĕркелеççĕ. Вĕсен вăхăтĕнче должноçри 5 çынна, çав шутра 3-шне суд урлă, айăпланă. Çулсене йĕркеллĕ пăхса тăманшăн унсăр пуçне актсем çырса 17 предписани панă, должноçри 4 çынна, çав шутра 2-шне суд урлă, явап тыттарнă.

В. Алексеевах апрелĕн 6—30-мĕшĕсенче районта “Автобус” операци пынине, унпа çыхăннă мероприятисем планпа килĕшÿллĕн пулса иртнине, çав тапхăрта 6 автобуса, çав шутра 3-шĕ хамăр районтисем, тытса чарнине, июньте çак операцин черетлĕ тапхăрĕ иртессине пĕлтерчĕ.

Лару, ку информацисене шута илнĕ май, çул-йĕр çинчи лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе пурнăçламалли конкретлă ĕçсене кăтартса тивĕçлĕ йышăнусем турĕ.

Ларура çавăн пекех Еншик Чуллăри вăтам шкулта “Шкул автобусĕпе” тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕх, районта маршрутлă таксисен ĕçне тивĕçлипе йĕркелесси пирки ыйтусем пăхса тухрĕç, “Шкул автобусĕ” çирĕплетнĕ маршрутран пăрăннă кашни тĕслĕх пирки шкул ертÿçисенчен çирĕп ыйтассине, ку тĕлĕшпе тăтăшах рейдсем йĕркелемеллине палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика