30 мая 2008 г.
2007 çулта хваттере, дачăна çĕр участокĕсене, çурт-йĕре, транспорт хатĕрĕсене, ытти пурлăха сутса-илсе е тара парса тупăш илнĕ 1824 çын патне налук декларацийĕ тăратмалли çинчен пĕлтернисене янă. Çав шутран куçман пурлăха сутнă-илнĕ е ытти ĕçсем тунă 574 уйрăм çынран майăн 1-мĕшĕ тĕлне — 219-шĕ, транспорт хатĕрĕ сутнă-туяннă 1228 çынран — 393-шĕ, устав капиталĕнчи пая сутнă 17 çынран 13-шĕ, РФ Налук кодексĕн 226-мĕш статйипе килĕшÿллĕн налук тÿлемелли 47 çынран 41-шĕ хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă.
Налук декларацийĕ тăратмалли вăхăт 2008 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче вĕçленнĕ пулин те, инспекци иртнĕ çул çÿлерех асăннă ĕçсене туса тупăш курнисене РФ Налук кодексĕн 228-мĕш статйипе килĕшÿллĕн налук декларацийĕ памалли пирки аса илтерет. Уйрăм предпринимательсемпе нотариуссен, адвокат кабинечĕ йĕркеленĕ адвокатсен тата уйрăм ĕç тăвакан ытти çынсен те иртнĕ çул илнĕ тупăшсем пирки отчетсем тумалла.