АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх вĕсене манман

30 мая 2008 г.

 

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине паллă тунă кун Ешкилтри Архип Андреевпа Пăрăнтăкри Василий Исаков вăрçă ветеранĕсен асĕнче нумайлăха юлчĕ. Майăн 8-мĕшĕнче вĕсене асăннă уява халалласа ирттернĕ митингра район пуçлăхĕ Станислав Николаев савăнăçлă лару-тăрура ВАЗ-2107 маркăллă çăмăл автомашинăсен уççийĕсене пачĕ.

Çакă интереслĕ: Василийпе Архип иккĕшĕ те 1923 çулта çут тĕнчене килнĕ, хăй вăхăтĕнче 1940—1941 вĕренÿ çулĕнче пĕрле Красноармейскинчи каçхи шкулта 8 класс пĕтернĕ.

Василий Исакович 6-мĕш танк çарĕн 269-мĕш автобатальон йышĕнче иккĕмĕш Украина фронтĕнче çапăçнă, “студебеккер” водителĕ пулнă. Будапешта, Венăна, Братиславăна ирĕке кăларма хутшăннă. Аслă Çĕнтерÿ кунне Братиславăра кĕтсе илнĕ. Унтан Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçма тивнĕ ăна. Тăван ялне Пăрăнтăк каччи 1947 çулта таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. В. Исаков 35 çул уй-хир бригадине ертсе пынă. Килте пĕчченех пурăнать, 5 çул ĕнтĕ.

— Юрать Карачурара пурăнакан хĕрĕм, Аля, эрнере пĕр хутчен килсе каять. Манмасть мана. Вăл унта Сăнавлă вăрман хуçалăхĕнче вăй хурать... — тет Василий Исакович. — Выльăх-чĕрлĕх усрамастăп, 5 чăхпа пĕр автан çеç манăн...

Архип Андреевич салтака кайиччен тăван Ешкилт ялĕнче колхоз председателĕнче ĕçлесе курма ĕлкĕрнĕ. Вăрçа кĕриччен çар училищинче вĕреннĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă, темиçе хут та аманнă. Вăрçă вĕçленсен тăван тăрăха таврăннă, 30 çул бригадирта вăй хунă.

А. Андреев мăшăрĕпе, Феклăпа (вăл та вăрçă участникĕ, пулнă, шел, унăн пурнăçĕ виçĕ çул каялла вăхăтсăр татăлнă), 4 хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Пĕр хĕрĕ Новгород облаçĕнчи Чудово хулинче тĕпленнĕ, виççĕшĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Эрхип те паян килте пĕчченех кун кунлать.

— Тавтапуçах патшалăха пире манманшăн, çапла ыр тунăшăн, — тет Архип Андреевич, хăйне çăмăл автомашина парнеленĕшĕн тав тунă май.

Мĕнех каламалла, вут-хĕм витĕр тухса нуша курнă вăрçă ветеранĕсен пурнăçĕ паян ырлăхра иртсе пытăр, патшалăх парнипе вĕсен туллин савăнса ырă курмалла пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика