АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айтăр, ачасем, похода!..

30 мая 2008 г.

 

Çурхи хĕвел йăл-йăл кулса пăхать, юриех пире астарать тейĕн. Симĕс тĕс çапать çĕр питне. Илемленсех пырать тĕнче. Епле-ха чăтăн, тавралăха çул тытмасăр, вăрмана кĕрсе курмасăр. Çÿресен-çÿресен, кăвайт чĕртес килсе каять, умĕнче, шухăша путса, канас та килет. Е мĕн те пулин пĕçерсе, е ăшăтса апатлансан аван. Вăй пухăнать. Йĕпеннĕ те пуль çумăрпа е йĕпе курăкпа, типĕнсен татах та лайăх, кайран шăнса чирлемĕн, пăсăлмăн. Йышлă чух юрă-ташăра савăнни усăллă çеç.

Кăвайта пур çĕрте те, пур чухне те чĕртеймĕн çав. Вăрманта çулăм кăларасси — кăткăс ĕç. Чи малтанах типĕ çапăсем, çулçăсем, курăк та юрать, кирлĕ. 5 см, 20— 30 см тăршшĕ туратсем тупмалла. Йĕпе çанталăкра епле чĕртмелле-ха кăвайта? Пĕлмелле: йĕпе çĕр çине икĕ пĕрене пĕр-пĕринчен кăшт уйрăм хумалла. Вĕсем çине — туратсем, çума-çумăн. Варрине йĕкелсене, йывăç хуппин хăрăкĕсене, типĕрех çÿп-çапа вырнаçтарса, ун çине кĕскерех хăрăк туратсене майлаштарса хумалла. “Шалаш” туса, вăрăмраххисене вырнаçтарса, типĕ хута чĕртсе ямалла. Çунса кайрĕ пулсан тин пысăк туратсене хумалла.

Акă вăрттăнлăх та пур: 5—6 турата çĕçĕпе каса-каса, чĕрĕпсем тумалла (ежик) Шăхлич тунă чухнехи пек, касса кăлармалла мар тульккĕш. Çав тери аван çунаççĕ ку туратсем. Йĕпе çанталăкра хатĕр туратсене çумăртан упрасан лайăх. Астăвăр мăн йывăçсен тураттисем пысăкрах, хĕрÿрех кăмрăк параççĕ. Хурăн, хыр, чăрăш, юман аванрах ăшă тăваççĕ.

Çĕрĕпех çунтармалла пулсан, тĕмĕсем, хулăн та пысăк тымарсем каяççĕ. Тĕтĕм сахал кирлĕ-тĕк, юман, хурăн, уртăш (можжевельник) тупма тăрăшăр. Тĕтĕмĕшĕн чĕртме вара чăрăшпа хыр та усăллă.

Апат-çимĕç пĕçерме çирĕк (ольха), юман, хурăн, каврăç (ясень) аван.

Правилăсене пăхăнмасан кăвайт инкек илсе килет, çакна ан манăр. Саккунпа чарнă вырăнта, çил вăйлă чух, кăвайт чĕртме юрамасть. Вăтам çил чухне çунакан кăвайта çĕр купипе е чулпа (пур чух) хуплама тăрăшăр. Манас пулмасть, усă курнă хыççăн, кăвайта шывпа, хăйăр-çĕрпе сÿнтермелле. Вĕсемпех, кăвайтран хыпса çунма пуçланă типĕ курăка е пушара сÿнтерме тăрăшмалла. Çунакан пирус тĕпне те сÿнтермесĕр пăрахма юрамасть. Çапла вĕрентеççĕ походсен правилисем. Шăрпăксăр е зажигалкăсăр кăвайта чĕртме пулать-ши? Типĕ шанкă-çÿпсене, хупăсене пуçтарса купа тумалла, çийне типĕ курăк, мăк, йывăç хуппи хумалла. Купана шалаш пеккипе хупламалла. Хĕвел пайăркисене лупа витĕр кăларма тăрăшмалла. Çутă пăнчи питех те пĕчĕк пулсан çеç чĕрĕлĕ. Çулăм курăнчĕ-и? Лупăна илмесĕрех çăварпа вĕрсе çулăма пысăклатăр. Вара халь пысăк туратсене те хума пулать. Кăвайт çунма пуçларĕ те, авă.

Индеецсен майлă та чĕртме пулать, ал тупанĕсем хушшинче йывăç таткине çавăрса. Анчах ан та тăрăшăр, хăмпă (мозоль) çеç кăларатăр.

“Сĕркĕчпе” (смычок) усă курма пулать, ку вара татах та йывăртарах, анчах чĕртетĕнех çапах. Ун-кун нумай кирлĕ çеç кунта. Кун çинчен ятарласа “Я познаю мир” энциклопедире вулама сĕнетĕп эпĕ. Вăл кĕнеке библиотекăсенче пур.

Ачасем, кăйăпăр-и похода?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика