АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Алманчри семинар усăллă пулчĕ”, терĕç

30 мая 2008 г.

 

Район пуçлăхĕн 2007 çулхи январĕн 23-мĕшĕнчи 20-мĕш Р номерлĕ хушăвĕпе кашни ял тăрăхнех ĕç-хĕлĕн вăл е ку енĕпе опорнăй (тĕревлĕ) тесе палăртнă. Алманч ял тăрăхĕ, калăпăр, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетнĕ çĕрте депутатсен тата вырăнти активăн пуçарулăхне хăпартассишĕн яваплă.

Хăйсене шанса панă тивĕçе алманчсем еплерех пурнăçа кĕртсе пыраççĕ-ха? Çакна туллинрех пĕлес тата вĕсен опытне ыттисем патне çитерес тĕллевпе çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалистсен семинар-канашлăвне ку енре йĕркелесе ирттерчĕç.

Алманчсем ĕçтешĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, унтан ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче “Пирĕн депутатсем”, “Ĕç планĕсем”, “Никама та манман, нимĕн те манăçман”, “2008 çул — Ырă ĕçсен тата Çемье çулталăкĕ”, “Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем” тата ытти стендсемпе, ĕçлĕ хутсене епле çырса хатĕрленипе паллаштарчĕç.

Семинар-канашлăвăн официаллă пайне вара район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов уçса йĕркелесе пычĕ тата пĕтĕмлетрĕ. Валерий Юрьевич Алманч тăрăхĕнче профилактика канашĕн ĕçне йĕркелес, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас, администрацин шалти ĕçне лайăхлатас енĕпе юлашки вăхăтра ырă уйрăм улшăнусем вырăн тупнине, вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе специалисчĕсен тимлĕхĕнчен тÿрремĕнех килнине палăртрĕ.

Алманчсем мĕнле ĕçлеççĕ-ха?

Семинар-канашлура ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Г. Федорова çирĕплетнĕ тăрăх, япăхах мар тата пĕр пулса чăрмав-йывăрлăхсене çĕнсе пыма çине тăраççĕ. Любовь Германовна хăй ку ĕçе 2 çул каялла кÿлĕннĕ. Унсăр пуçне тата 6 специалист вăй хурать. Пурте хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ, пĕр-пĕрне ылмаштарма та пултараççĕ. Кунсăр пуçне 8 ялта 7 староста тимлет. Е. П. Макарова, Н. И. Никитина ку тĕлĕшпе паха опыт пухнă. Депутатсем — 10-ăн. Халăхпа вĕсем урлă та ĕçлеççĕ. Сăмахран, ял-урамсене тирпей-илем кĕртме явăçтараççĕ. 3 кооператив туса хунă. Вырăнти шкулсен коллективĕсем, 3 тĕслĕх библиотекăра, 2 клуб учредженийĕнче ĕçлекенсем пирвайхи пулăшуçăсем. Ку тăрăхра пурăнакан 2 пин ытларах çынран ĕçлеме пултараканнисем 800-ĕн, çав шутра 450-шĕ Мускавпа ытти хуласене ĕçлеме çÿренине те каларĕ пуçлăх. Укçа-тенкĕпе таврăнакансенчен хăшĕ-пĕри йĕрке пăсма та именсех тăмасть-мĕн. Çавăнпах профилактика канашĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк.

Право йĕркине мĕнле сыхлатпăр?

Пуçлăхсемпе специалистсем умĕнче право йĕркине çирĕплетес ыйтусемпе районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ С. П. Батраков тата милицин участокри инспекторĕ Е. В. Иванов тухса калани те вырăнлă пулчĕ теес килет. (Тата семинар-канашлăва милицин участоксенчи инспекторĕсен пуçлăхĕ П. В. Петров та хутшăнчĕ). Сергей Петрович малтанах районти криминогенлă лару-тăру çинче чарăнчĕ. Кăçалхи 4 уйăхра районĕпе 59 преступление шута илнĕ (пĕлтĕр 79 пулнă е 25 процент чакнă), 50-шне уçса панă. Право йĕркине пăснă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Алманч тăрăхĕнче иртнĕ çулхи 4 уйăхра 10 преступлени тунă пулсан, кăçалхи çак тапхăрта — 6. Мăн Шетмĕ, Еншик Чуллă тата Чатукасси ял тăрăхĕсенче преступленисен шучĕ унчченхинчен ÿснĕ, ыттисенче вара — чакнă. 4 уйăхра Трак енре 1264 хутчен административлă право йĕркине пăснă (пĕлтĕр — 1292), пĕтĕмпе 223600 тенкĕлĕх штраф хунă, 186700 тенкине шыраса илнĕ. Тирпей-илеме пăхăнманшăн 75 çынна (иртнĕ çулхи 4 уйăхра 67) айăпланă. Алманч енре кăçалхи 4 уйăхра административлă право йĕркине пăснă 48 тĕслĕхе шута илнĕ (пĕлтĕр 56 пулнă). Çавăнпах, палăртрĕ Сергей Петрович, преступленисене асăрхаттарасси тĕпре пулмалла. Апла пулсан профилактика канашĕсене тулли вăй-хăватпа ĕçлеттермелле. Хальлĕхе вĕсем Алманчра, Упире тата Мăн Шетмĕре çеç лайăхрах ĕçлеççĕ-мĕн. Милицин участоксенчи пункчĕсен ĕçне вара Мăн Шетмĕре, Красноармейскинче, Еншик Чуллăра тата Упире тивĕçлипе йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешмелли уйăхлăх пынине пăхмасăрах ялсенче суррогат алкоголь шĕвекĕсем сутакансем çĕнĕрен “пуç çĕклеме” пăхаççĕ. Кăçалхи 4 уйăхра районĕпе çавнашкаллисенче 21 çынна тытнă (пĕлтĕр ку тапхăрта 23 пулнă) Тата 40 литр спирт шĕвекĕ турттарса пыракана тытса чарнă.

Милицин участокри инспекторĕ Е. В. Иванов (вăл кунта пĕлтĕрхи сентябрьтенпе ĕçлет) тирпей-илеме пăхăнманшăн Алманч тăрăхĕнче хальлĕхе 5 протокол çырнине, ĕçкĕçсем, çемьере харкашу çĕклекенсем тупăнкаласах тăнине каларĕ.

Обществăлла йĕркелÿсен витĕмĕ ÿсет

Кун пирки семинар-канашлура Алманч ял тăрăхĕн специалисчĕ З. Н. Александрова та тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Профилактика канашĕн ларăвĕсене вырăна тухса ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Хăйсене йĕркеллĕ тытман 11 çемьене шута илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнĕшĕн вĕсенчи 19 ача, çав шутра 4-шĕ шкул çулне те çитеймен-ха, нуша курать. Ку хушăрах алкоголь шĕвекĕсем вăрттăн сутакансем “çын куççулĕпе çăвăнаççĕ, çемьесене аркатаççĕ”. Зинаида Николаевна каланă тăрăх, милицин участокри инспекторĕсене тăтăш улăштарса тăни вырăнсăр, çынсене палласа çитеймесĕрех вĕсене урăх çĕре куçараççĕ. Ирĕклĕ халăх дружини (ертÿçи Шывпуçĕнчи шкул директорĕ В. В. Долгов) кăçалтан çĕнĕлле ĕçлеме тытăнчĕ, çине-çинех рейдсем йĕркелеççĕ. Хĕрарăмсен канашĕ (ертÿçи З. В. Ильина библиотекарь), ветерансен канашĕ (Ф. Н. Карпова) час-часах ларусем, тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, “Çемье” тата “Тимлĕх” программăсене пурнăçа кĕртме çине тăраççĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен канаш та (ертÿçи культура ĕçченĕ Р. В. Игнатьева) хăйĕн ĕçне лайăхлатрĕ.

“Çынсем ял тăрăхне ирех çитеççĕ”

Ку сăмахсене пухăннисем умĕнче ертсе пыракан специалист-эксперт Э. Я. Васильева каларĕ. Эльза Яковлевна ку ĕçре 1989 çултанпа вăй хурать. Ĕçлĕ хутсене çырса хатĕрлессишĕн яваплă вăл. Кунпа пĕрлех ыттисем пулăшнипе ял тăрăхĕн ĕç-хĕлне хăйсен сайтĕнче çутатса тăрать. “Унччен радио пулнă, халĕ вара хамăр ĕç кĕретлĕхĕпе уççăнлăхне кăтартас тесен, халăх хушшине ытларах тухмалла пирĕн, çынсемпе калаçмалла, вĕсен нуши-тертне, хуйхи-суйхине пĕлмелле, пулăшма майсем тупмалла”, — терĕ Эльза Яковлевна. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, ял тăрăхĕнчи кашни специалистах компьютерпа усă курма пĕлет. Пĕрлехи çыхăран пĕрне кăларса пăрахсанах, ун шучĕпе, урапа шалтăртатма пуçлать. Тĕрĕсех пуль çав.

Семинар-канашлура çавăн пекех районти муниципаллă архив заведующийĕ Л. Ф. Илларионова, С. С. Ильина нотариус, Алманч тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсенчи çĕрпе пурлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен О. В. Сергеев ертсе пыракан специалист-эксперт тухса каларĕç, паха та усăллă сĕнÿсем пачĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем пĕчĕк концерт та пăхрĕç. Вĕсене Александр Александров (2 класс, Алманч шкулĕ), Андрей Андреев (5 класс, Шывпуç шкулĕ), Ксения Петрова (7 класс, Алманч шкулĕ), Анжела Васильева (4 класс, Шывпуç шкулĕ) тата вĕсен ертÿçисем Л. П. Егоровапа Е. П. Григорьева юрлани питех те килĕшрĕ.

Юлашкинчен семинар-канашлăва хутшăннисем район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ А. Н. Лебедев йĕркелесе пынипе хăйсен маттурлăхне спорт вăййисенче тĕрĕслерĕç, пурте “Алманчри семинар усăллă та вырăнлă пулчĕ”, — терĕç, ку евĕр мероприятисене малашне татах та йĕркелемеллине палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика