27 мая 2008 г.
(Калав)
1
Çул иртнĕ çемĕн кăмăлĕ те улшăнчĕ Çеменĕн. Унччен шÿтлеме юрататчĕ. Клавăна йăтатчĕ те, ахăлтатса кулса, пÿртре вăрттин-вăрттин çаврăнатчĕ.
— Ай-уй, Çемен, ÿкеретĕн! — çухăрашатчĕ лешĕ.
Урамра ачасем йăслани илтĕнчĕ. Çемен уçă кантăк патне пырса тăчĕ. Урайĕнчи палас çинче тĕлĕрсе ларакан шыçмак кушак çине пăхса ассăн сывласа илчĕ.
Клава — Çеменĕн иккĕмĕш арăмĕ. Упăшки мĕн çинчен шухăшланине куçран пăхсах пĕлет вăл. “Телейсĕр”, — теççĕ вĕсем хăйсене. Ача çук-çке вĕсен... “Яланах çамрăк пулаймăпăр”, — тенĕччĕ-ха хăй хĕрĕнкĕ чух Çемен.
Ача çуратасчĕ тесе таçта та сипленме кайса килчĕ арăмĕ — усси пулмарĕ. Карчăксене хырăмне тыттарса, шăлтарса та пăхрĕ. Пĕрисем: “Кăвапа тымарĕ вырăнтан куçнă”, — терĕç. Теприсем...
2
Çемен салтакран килни ик-виçĕ кун кăна. Салтак тумĕпех. Çемен амăшĕ, Марине аппа, ывăлĕ çине пăхать, пăхать — пăхса тăранаймасть. Кĕçтенкки пичче, кулкаласа:
— Эс, амăшĕ, ывăла ман валли те хăвар. Атту пăхсах çисе яратăн, — терĕ.
Кĕçех вĕри кукăль шăршиллĕ Çеменсен пÿртне каччăсем килсе тулчĕç. Хыççăнах Çĕприк Петти те вĕçтерсе çитрĕ — çамрăксене туя пыма чĕнсе хăварчĕ.
Каччăсен хаваслă калаçăвне Çемен амăшĕ те хутшăнчĕ. Вĕсенчен:
— Халь Петя авланать-ха. Унтан хăшĕ? — тесе ыйтрĕ.
— О-о-о, ман паян-ыран салтак ячĕ тухать, Марине аппа, — ăнлантарчĕ Олег.
— У-у-у, ман пичче те авланман-ха. Ун урлă эп епле... — хирĕçлерĕ Мишша.
— Марине аппа, Çемен салтака кайса килнĕ. Ăна авланма юрать. Халь ун черет! — хавасланчĕ кăтра Илюш.
Кăтра Илюш кун пек калани Çемен амăшне савăнтарчĕ. Ывăлĕ салтакра чухнех кÿрше кайса ларатчĕ те: “Пÿрте кин кĕртсе курасчĕ”, — тетчĕ.
Кĕçтенкки пиччепе Марине аппа туя кайма хатĕрленнĕ каччăсене урам алăкĕ патне çитичченех ăсатса ячĕç.
— Çемен, ытлашши ÿсĕр ан пул! — вĕрентрĕ ывăлне амăшĕ.
Урамăн тепĕр вĕçĕнче хут купăс сасси илтĕнчĕ. Алăк хăлăпĕнчен тытса тăракан упăшкине:
— Мĕн кĕместĕн-им тата? — терĕ Марине аппа.
— Купăс сассине илтрĕм те, Вырăс Сурăм пуххи аса килчĕ. Эп сана унтан тимĕр кăвак ăйăр кÿлнĕ шăрчăк пĕçĕллĕ урапапа вăрласа килнĕ вĕт, — хуравларĕ Кĕçтенкки пичче.
— Апăрша старикки, çаплах манмасть-ха тата, — çемçен кулса илчĕ карчăкки.
3
Ака-суха вĕçленсен, Çемен ял-йыш асĕнче юлмалли вăйлă туй туса авланчĕ. Вăта касри Ваçли арăмĕ ăна Шуркассинчи йăмăкĕн Шупашкарти аслă хĕрĕпе, Зинăпа, паллаштарнă терĕç. Уй, такама та илĕртмеллискер хăй.
Ывăлĕпе кинне çывăрма кансĕрлес мар тесе, Марине аппа пÿртре ирхине чĕрне вĕççĕн утса çÿрерĕ, витре сасси пуласран, ĕнине сарай хыçне илсе тухса сурĕ.
Кĕçтенкки пичче килте те пур, те çук вăл. “Ывăл авлантарнă, кин кĕртнĕ”, — тет те, хулпуççийĕсене сиктеркелесе илет. Пĕлтĕр çăвĕпех ферма пăрăвĕсене вăрманта кĕтсе пурăнчĕ. Кăçал та колхоз делянки çинчи каснă йывăçсене хураллама Вăрнар вăрманне юр çусанах тухса кайрĕ.
4
Ял çумĕнчи ыраш пусси саралсан, Зина хĕр ача çуратса пачĕ. Мăнукне ят хума аслашшĕ те вăрмантан килчĕ. Ăна валли çăка хуппинчен сăпка пĕрни тунă.
— Пирĕн мăнук сăпкара сиксе савăнтăр. Йÿренчĕкне те пилеш йывăççинчен хатĕрлерĕм, — пĕлтерчĕ вăл Марине аппана.
Марине аппа старикки çумне пырса ларчĕ.
— Ман мăнука Ира тесе чĕнес килет те, — терĕ.
Кинĕ çакна илтрĕ.
— Нимĕнле Ира та мар, Яна ятлă хуратăп, — касса татрĕ хунямăшне.
— Ара кун пек ят пирĕн ăратра та çук! — хăйĕннех печĕ хунямăшĕ.
— Хам ачапа хам хуçа! — мăртлатрĕ Зина.
Марине аппа Кĕçтенкки пиччене куçран кăн! пăхрĕ. Старикки ăна кĕпе çаннинчен кăрт туртрĕ — ан шарла.
5
Çеменсенчен икĕ кил урлă пурăнакан Каçăр Иван Тани, кăкăр ачипе упăшкинчен уйăрăлса, Шупашкартан яла килчĕ. Зинăпа иккĕшĕ, пĕчĕк ачисене йăтса, урамри пĕренесем çине тухса ларма тытăнчĕç. Таня Зинăн хуйхи-суйхине пĕлет.
— Тем тумалла, — ассăн сывласа илчĕ Зина.
— Мĕн тем тумалла? — хĕрÿлленсе кайрĕ Таня. — Эп Çемен вырăнĕнче пулсан... Ашшĕ-амăшĕнчен иртеймен арçын упăшка-и вăл?
Зина хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Яна пичĕ çинчи виткĕче сирчĕ те, унпа калаçанçи турĕ.
— Çавсен куçĕнчен пăхса пурăнатăн-и? — чарăнмарĕ Таня. — Ман пекки, сан пекки халь кĕтÿпех! Вăн эп — ирĕк кут та ирĕк пуç!
Амăшĕпе арăмĕ пĕр-пĕринпе кăмăллă маррине Çемен тахçанах пĕлет. Вăл нихăшĕн майлă та пулма пĕлмерĕ.
6
Зина Яна макăрнине урамранах илтрĕ. Пÿрте вирхĕнсе кĕчĕ. Кравать çине, мăнукĕ патне, пĕшкĕннĕ хунямăшне пĕреççех тĕксе ячĕ. Яна айĕнче йĕпеннĕ простыньпе ăна питĕнчен печĕ.
— Сана ача мар, выльăх та шанса хăварма кирлĕ мар! — терĕ.
— Эс мана капла-и? — парăнасшăн пулмарĕ хунямăшĕ. — Эп ача-пăча пăхса ÿстермен-и?
Çав вăхăтра Çемен килсе кĕчĕ.
— Эпир кирлĕ мар сана! Пурăн аннÿпе пĕрле! — кăшкăрса тăкрĕ ăна арăмĕ.
Янăна йăтрĕ те пÿрт алăкне шалтлаттарса, макăрса тухса кайрĕ.
7
— Кил-çурта опись тутарса хăтланар та мар, — терĕ Кĕçтенкки пичче Марине аппана. — Эпир вилес ватăсем. Пурăнкалăпăр.
Пÿртре ватăсемпе çамрăксем хушшинче чун ăшши пулмасан, мĕн вăл хутнă кăмака ăшши? Апат-çимĕç уйрăм тытрĕç, çуркунне анкартине çурмалла пайлаттарчĕç... Çанталăк ăшăтсан, ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе кинĕнчен уйăрăлса анкартинчи мунчана пурăнма куçрĕç.
8
Марине аппа, эрне ытла чирлесе, мунчара вырăнпах выртрĕ. Кĕçтенкки пичче, фермăра хуралта та, паян темшĕн кăнтăрлахи апата килмерĕ. Ун патне мунчана кинĕ кĕчĕ.
— Тухса та çÿрейместĕн-çке. Кунта выртма ытла канлĕ пуль. Чăрмантаракан çук, — терĕ типпĕн.
Хунямăшĕ, стена еннелле пăхса выртаканскер, кинне, çавăрăнса, тем каласшăн пулчĕ. Кинĕ пĕрле илсе кĕнĕ бензинлă фуфайкăна чĕртсе мунча кăмакине пăрахрĕ...
Мĕншĕн-ши паха вăл хĕвел çути? Марине аппа, упаленсе пырса, мунча алăкне тĕкрĕ — тултан тĕкĕленĕскер уçăлмарĕ. Юрать, мунча кантăкне çапса çĕмĕрме ăс çитерчĕ...
9
Кĕçтенкки пичче мунча умĕнчи каска çинче шухăша кайса чылайччен ларчĕ. Тăчĕ, уткаласа çÿрерĕ. Чун-чĕре анинчен тăкăнса тăракан çиллине ниçта та чикеймерĕ. Çав самантра кинĕ ăна, пĕр-ик ăш сăмах каласа, Янăна пырса тыттарнă пулсан, унăн çилли иртсе те каятчĕ-и, тен? Вăл та пулмарĕ-çке. Колхоз делянкине хуралланă хыççăн алла пăшал тытманскер — пăшал тытрĕ. Ăна, авăрласа, пÿрте кĕчĕ. Пăшал сасси... Кинĕпе мăнукĕ... Ывăлне те персе вĕлересшĕнччĕ вăл. Тĕлленĕ чух алли чĕтрерĕ. Тивмерĕ...
10
Çемен уçă кантăк умĕнче тăчĕ-тăчĕ. Ним çинчен те шухăшламарĕ вăл. Унăн хăлхинче такамсем таçта юрланине илтнĕ юрă янăрарĕ:
Анне те ылханчĕ пуль,
Атте ылханчĕ пуль,
Ик ылхан пĕрле пулса,
Телее путарчĕ пуль...