27 мая 2008 г.
Шупашкарта ЧР Вĕрентÿ министерствин спартакиадинче çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртса республикăри шкул ачисем хушшинче мала тухассишĕн ăмăрту пулнă. Унта пирĕн районти Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕренекен Надежда Семенова, 3 килограмлă йĕтрене 8 метра тĕртсе, пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Кĕçĕн Шетмĕре çуралса ÿснĕ Оксана Хайбуллина 3 километра хăвăрт утассипе иккĕмĕш вăхăт кăтартнă.
Упири ятарлă шкулта пĕлÿ илекен Роман Курин, тăршшĕне 5,85 метра сиксе, виççĕмĕш призер пулса тăнă.