27 мая 2008 г.
Майăн 5—16-мĕшĕсенче районта “Частник” операци иртрĕ. Пирĕн районти уйрăм çынсен аллинче 296 техника шутланса тăрать, çав шутра 219 трактор, 77 прицеп.
Асăннă операци вăхăтĕнче уйрăм çынсен 36 тракторĕпе прицепне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 4-шне патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман, 4-шĕн техосмотр тухнине çирĕплетекен талон пулман, хăрушсăрлăх техники, тăван тавралăх сыхлавĕ ыйтнисене пĕрер трактор тивĕçтермен, пĕрне тракторист-машинист удостоверенийĕ илмен çын тытса пынă, теприне кирлĕ пек регистрацилемен.
Йĕркене пăснăшăн 6 трактор хуçине административлă майпа явап тыттарнă, штрафсен хисепĕ 800 тенкĕпе танлашнă.