АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека — чун кăмăлĕн аптеки

27 мая 2008 г.

 

Кĕнеке — пĕлÿсен çăл куçĕ. Çапла каланă вырăссен аслă писателĕ А. М. Горький. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ паян кун та вăйрах тăрать-ха. Кăна эпир Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче иртнĕ уявра та аван туйса илтĕмĕр. Вăл майăн 20-мĕшĕнче иртрĕ. Унта культура тата библиотека ĕçченĕсем, вулавăш тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем хутшăнчĕç.

Çын ĕмĕрĕн чылай пайĕ библиотекăпа çыхăннă. Сад-яслине çÿренĕ чухнех пепкене ушкăнпа çĕнĕ кĕнекепе е юмахпа паллашма вулавăша илсе пыраççĕ. Шкул сакки çинче ларакан яш-кĕрĕм куллен çав çула такăрлать. Ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕнчи е аслă шкулти студентсен пурнăçĕн чылай пайĕ те вулавăшра кĕнеке умĕнче иртет. Каярах та юратнă профессипе тăрăшнă май, пирĕнтен чылайăшĕн аллинчен кĕнеке-журнал каймасть. Вулаканăн ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн, çавна май вулавăшра тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн библиотекарьсем ырми-канми тăрăшаççĕ, вĕсем обществăлла ĕçе те яваплăха туса хутшăнаççĕ. Уява ертсе пыракан районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Наталья Григорьевапа Альбина Алексеева пухăннисене праçник ячĕпе саламласа нумай-нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Хĕрарăм-библиотекарьсен ячĕпе “Есть женщины, что всех восхищают” ятлă презентаци иртрĕ.

Уявăн тĕп саманчĕ çывхарать. Унта хутшăннисем “Çулталăкри библиотекарь -2008” конкурсăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Кăçал вăл икĕ турпа иртнĕ. Иккĕмĕшне чи пултаруллисем, хăйсен ĕçне аван пĕлекенсем тухнă. Вĕсем шăпах вырăнсенче туса ирттерекен ĕç-хĕле электронлă майпа презентацилерĕç те. Жюри вĕсене тивĕçлипе хак пачĕ. Пирĕн библиотекарьсем кĕнеке валеçнипе çеç лăпланмаççĕ, тĕрлĕрен кружоксемпе клубсене, ансамбльсене ертсе пыраççĕ, выставкăсем, уявсем, конференцисем йĕркелеççĕ, буклетсем кăлараççĕ. “Çулталăкри библиотекарь -2008” ята О. Долгова (Алманчри тĕслĕх библиотека ертÿçи), Л. Осипова (Упири тĕслĕх библиотека ĕçченĕ), Н. Спиридонова (Пикшикри тĕслĕх библиотека заведующийĕ), А. Сергеева (Кĕçĕн Шетмĕри тĕслĕх вулавăш ертÿçи), Н. Илларионова (районти ача-пăча библиотекин библиографĕ) тивĕçрĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ С. Никитина вĕсене çак ята çирĕплетекен дипломсем, парнесем, чĕрĕ чечексем пачĕ. Тупăшăва хутшăннă М. Васильева (Именкасси), Л. Фомина (Еншик Чуллă), Г. Ильина (Янкас), Л. Федорова (Супар), С. Гурьева (районти тĕп библиотека) хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Светлана Александровна Н. Григорьевана (тĕп библиотека), О. Долгована (Алманч), Р. Герасимована (Мăн Шетмĕ), И. Афанасьевана (Кĕçĕн Шетмĕ) та хисеп грамотисем пачĕ. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн вĕренекенĕсем, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ĕçлекенсем уяв ячĕпе библиотекарьсене сăвăсемпе юрăсем парнелерĕç, районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ Н. Ершов вĕсене ырă ĕçшĕн тав туса “Салам сире, библиотекарьсем!” сăввине вуларĕ.

Çав кун халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче районти тĕп библиотека компьютерпа хатĕрлесе кăларнă ĕçсен куравĕ пулчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика