АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмат кунхи киоскра

20 мая 2008 г.

 

Район центрĕнчи, почта çыхăну уйрăмĕнчи, киоск çичĕ сехетре ĕçлеме пуçлать. “Чăвашпичетĕн” вăл. Кун йĕркине хăнăхнă ĕнтĕ çынсем. Киоскăн алăкĕпе чÿречи уçăлсан ниçта та мар, тÿрех çĕнĕ сăрă шăрши сапакан пĕчĕк çурта васкаççĕ. Халĕ те акă, шăмат кун, майăн 17-мĕшĕнче, черет туххăмрах йышланчĕ.

— Ырă ир пултăр, Алиса Александровна. Сывлăх пултăр, — пĕри те тепри сывлăх сунать киоск ĕçченне. — Хамăр юратнă хаçат-журнала туянасшăн-ха... Пĕчĕкрех пит-куçлă, вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăм кашнинпех тарават. Туянакансене — пĕрне — “Хресчен сасси”, теприне — “Жизнь”, виççĕмĕшне “Ял пурнăçĕ” хаçатсене сĕнет. Хаçат-журналăн ассортименчĕ пуян киоскра. Мускавра, Шупашкарта тата ытти хуласенче çапăнса тухакан тĕрлĕрен кăларăмсем туллиех. Суйла, укçи-тенки кăна пултăр. Тĕрлĕрен кăларăмсем куç умĕнчех, хакĕсем те юнашарах.

— Эпир кунта Татьяна Григорьевна Мефодьевапа пĕрле ĕçлетпĕр. Иккĕн пулнă май канмалли кунсемсĕрех... Асăрхарăр пуль... Уйрăмах ирхине çын татăлмасть. Красноармейскинчен кăна-и пирĕн клиентсем... Карайран, Чаткассинчен, Упирен, Именкассинчен тата ытти ял тăрăхĕсенчен çитнĕ çынсене çĕнĕ хаçат-журналпа тивĕçтеретпĕр эпир. Аслă çул хĕрринче вырнаçнă май çул çÿренсем те чарăна-чарăна илеççĕ, — калать Алиса Николаева. — Пирĕн киоскран 300 ытла çын харпăр хăй килĕштернĕ хаçат-журнала çырăнса илет. Алиса Александровна чи активлисен шутĕнче Красноармейскинчи Сергей Железина, Галина Антонована, Липовкăри Алевтина Михайлована, Яманакри Агафон Андреева, Чатукассинчи Римма Яковлевана хаваспах асăнчĕ. Кусем ĕнтĕ “Ял пурнăçĕ” хаçатăн уйрăлми, чи пултаруллă тусĕсем пулнипе ырă ята тивĕçлĕ.

Киоск ĕçченĕсем 2008 çулхи иккĕмĕш çур çул валли тĕрлĕрен хаçат-журнал сарассипе те пуçаруллă. Хальлĕхе район хаçатне кăна 20 экземпляра яхăн сарнă.

— Ĕçе вăхăтпа виçместпĕр эпир. Пире вулакансен йышĕ, çав шутра район хаçатне çырăнса илекенсем тата киоскран туянакансем, нумайланни савăнтарать, — тет А. Николаева, киоск ĕçченĕ. — Çынсем пирĕн патран ан çухалччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика