20 мая 2008 г.
Тулли мар яваплă “Дорстрой” пĕрлешÿн Тăвай районĕнчи çул-йĕр тăвакан-юсакан, пăхса тăракан участок Трак енри 6 яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма пулнă. Пĕлтĕр унăн ĕçченĕсем ку енĕпе сахал мар ĕç пурнăçларĕç. Пирĕн корреспондент анчахрах кунти ĕç тăвакан директорпа В. В. Васильевпа курса калаçнă.
— Владислав Васильевич, Сирĕн коллектив пирĕн районта тăваттăмĕш çул ĕнтĕ çул-йĕр тăвать. Хальхи вăхăтра ку енĕпе ĕç-пуçсем мĕнлерех-ши?
— Эпир, Кайри Карăкпа Малти Карăка, Вутланпа Хусакассине, Йÿçкассипе Çырмапуç Карайне çитерекен çулсене тăвас, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 6662 метр, çĕре хамăр тÿпене хыврăмăр темелле. Кайри Карăкпа Йÿçкасси, Çырмапуç çулĕсен дамбисене çĕклерĕмĕр, хăйăрпа вак чул сарса, катокпа пусăрăнтарса тухрăмăр.
Пĕлтĕр Кайри Карăкпа Малти Карăк çулĕсем çине — хытă сий, Вутланта вара асфальт сартăмăр. Йĕпе-сапана кĕрсе кайнă май, хамăр обăектсенче чылай ĕçсене ун чухне туса ĕлкĕреймерĕмĕр. Халĕ вара вĕсенче йĕрке тăвас тĕлĕшпе самай ĕçлеме пултартăмăр. Хусакасси çулне хытă сийпе витсе тухрăмăр, Йÿçкасси еннелле хывма пуçларăмăр. Çул хĕррисене йĕркене кĕртетпĕр тата ытти те. Çул-йĕр паллисене иртнĕ çулах лартса тухнăччĕ. Шел, пире ура хуракансем тупăнчĕç. Акă, тĕслĕхрен, Çырмапуçĕнче 6 çул-йĕр паллине юписемпе пĕрлех кăларса илсе кайнă, пĕр сăмахпа каласан, самаях сăтăр турĕç. Çул-йĕрĕн пĕр палли — 1 пин тенкĕ тăрать. Кунсăр пуçне çĕнĕ юпа кирлĕ тата ăна вырнаçтарса лартмалла. Сăтăрне, юпасене çырмапуçсемех кăларса кайнă, таçтан килсе туман. Автоçулĕ хăйсемшĕнех лайăх пулнине ăнланманни пăшăрхантарать мар-и? Çухалнă çул-йĕр паллисем вырăнне çĕннисене лартса тухрăмăр. Сăтăрçăсене тупса явап тыттарма Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен В. И. Семеновран пулăшу ыйтрăмăр, шел, хальлĕхе ĕçĕ курăнмасть-ха.
— Хăвăр обăектсенче ĕçе хăçан вĕçлеме шутлатăр-ха, Владислав Васильевич?
— Май уйăхĕнче юлнă обăектсенчи çула хытă сийпе витессине вĕçлес тесе тăрăшатпăр. Красноармейски районĕпе татăлса пĕтесшĕн те. Ĕçĕ пахалăхлă пултăр тетпĕр. Çынсем эпир тунă çулпа çÿресе ырă курччăр тетпĕр мар-и? Вырăнти халăхăн çулсене тума паян çăмăл маррине, унта укçа-тенкĕ чылай тăкакланнине шута илесчĕ, хытă сийлĕ çулсене гусеницăллă тракторсемпе кĕрсе ваттарас марччĕ.
— Владимир Васильевич, калаçушăн Сире тавтапуç, хăвăр обăектсене ĕçе кĕртес çĕрте сире ăнăçу сунатăп.