АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăша яракан ыйтусем

13 мая 2008 г.

 

Çарта пулнă яш-кĕрĕм халăх хушшинче яланах хисепре пулнă. “Хыпар” хаçатăн кăçалхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче тухнă Р. Власован “12 уйăх кăна...” статйине вуласан чылай шухăшласа лартăм. “Çĕрпÿсемпе Красноармейскисем Канашри сбор пунктне кая юлса пыраççĕ”. “Çар комиссариатне пыманнисем, çăмăл шухăшлисем, Красноармейски районĕнче 104 çын пулнă” тенĕ асăннă статьяра.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çуркуннехи призыв пуçланчĕ.

Кам айăплă-ши çÿлерех асăннă илемсĕр кăтартусемшĕн? Патшалăх, общество тытăмĕнче шырамалла мар-ши унăн сăлтавне. Тата малтан çемье çине таврăнмалла мар-ши? Тен, ялти культура шайĕн витĕмĕ те пур. Сăмахран, чылай ялсенче халăха пухăнса канашлама пĕр вырăн та çук пулсан — ташă-юрă каçĕсене те ирттереймĕн, концерт-спектакль пăхаймăн, уявсене, пултарулăх каçĕсене йĕркелеймĕн. Нимĕн тума пĕлмен çамрăксем вара эрех-сăра енне туртăнаççĕ.

Саманан кашни тапхăрĕнчех çамрăклăх пысăк вăй пулнă. Сцена çинче ытларах кама курма пулнă-ха? Паллах, яш-кĕрĕме. Хăйсен ялĕн сценисем çинче çеç мар, кÿршĕ ялсене те тухса çÿренĕ вĕсем.

Астăватăп. Эпĕ ун чух матрос кĕпи (тельняшки) тăхăнма хатĕрленеттĕмччĕ çеç-ха. Ял сцени маншăн, аннешĕн тĕпел кукри пекех пулнă. Спектакльпе çурранах Çавалхĕрри Кăнаша кайса килеттĕмĕр. Çурçĕр флотĕнчен таврăнсан та клуб мана çывăх пулнă. Колхоз председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта сцена ăстисем валли ятарлă автомашина та уйăрса панăччĕ. Шоферĕ кÿршĕ ялтан пулсан та ĕç хыççăн çамрăксен кăмăлне пăсмастчĕ. Валентин Михайлов — “Военный” тетчĕç кăна. Ăçта çитместчĕç пулĕ ун чухне пирĕн çамрăксем? Хамăр тăрăхра çитмен ял юлман, кÿршĕ районсене тухса çÿренĕ.

Халĕ вара ялти культура пурнăçĕн шайĕ чакрĕ. Çар призывĕнчен сивĕнсе пынин пĕр сăлтавĕ çакăнта мар-ши, вулаканăм?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика