08 мая 2008 г.
Тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿ кăçал, С. Молотков тĕп агроном çирĕплетнĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсем 925 гектар акса хăварнă. Çав шутра 192 гектарĕ тулă, ытти — урпа. Мĕн пур культурăсене имçамласа тата минераллă удобренисемпе пĕрле варăнтарнă. Халĕ питĕ нÿрĕк кирлĕ те, анчах çумăрĕ çăвасшăн мар çав…
Паян “иккĕмĕш çăкăр” пуссисенче хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Майăн 4-мĕшĕнче Хĕлеç çăви çумĕнчи уйра Александр Петров механизатор GRIMME агрегатпа çĕр улми лартатчĕ.
— Тĕрĕссипе апрелĕн 29-мĕшĕнче тухса пăхнă, агрегата тĕрĕсленĕ. Лартма вара майăн 2-мĕшĕнче пуçăннă, —пĕлтерет Сергей Львович. — Кăçал çĕр улми пĕр 200 гектар йышăнмалла, вăрлăхĕ çитсен ĕнтĕ…
Çĕрне Олег Черновпа Сергей Иванов, Федор Яковлевпа Сергей Семенов доминаторсемпе лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ. Питĕ кăпăшка вăл. Механизаторсемпе сеяльщик-грузчиксем паян кашни минут хаклă пулнине ăнланаççĕ. Агрегат çĕр улми лартмалли хатĕр ещĕкĕсене вăрлăхпа минераллă удобрени тултарнă хушăра çеç самантлăха чарăнса тăрать. Унтан каллех малалла шăвать. Çĕр улми вăрлăхĕпе Юрий Федоров водитель пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăрать.
— Ĕç пахалăхĕ аван, — тесе палăртрĕç район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Юрий Петров тата кунти техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп эксперт-специалист Виталий Чаховский. С. Молотков тĕп агроном та вĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшет. Палăртнă лаптăка çĕр улми кĕске хушăра тата пахалăхлă лартса хăварас тесе хыпкаланать вăл. Мĕн тăвăн вăхăчĕ халĕ çапла…