05 мая 2008 г.
Гимназире И. Я. Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа чылай ĕçсем ирттерчĕç, республикăри олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнчĕç. Акă, “Чĕвĕлти чĕкеç” ăмăртăва шкулти 41 вĕренекен кăмăлларĕ. Таня Степанова (вăл — республикăри чăваш чĕлхипе йĕркеленĕ олимпиада çĕнтерÿçи, 11 “а” класс), Елена Степанова (9 “а”), Ирина тата Екатерина Семеновасем (иккĕшĕ те 7 “а” ) тата ыттисем пултарулăхпа палăрчĕç.
Шкул музейĕсен ĕç-хĕлне кăтартакан “Çамрăк экскурсовод” ушкăнра Оля Арсентьева (11 “а”), Надежда Григорьева (11 “б”), Наташа Иванова (7 “а”) ĕçĕсем те районти комиссине килĕшрĕç.