29 апреля 2008 г.
Тракторсемпе прицепсем вĕсене çÿретнĕ чух техника тĕлĕшĕнчен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе техника хăрушсăрлăхĕ, ĕç тата тăван тавралăх сыхлавĕсем ыйтнисене тивĕçтерччĕр тесе, çавăн пекех асăннă транспорт хатĕрĕсене регистрацилемелли правилăсене, патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларса допуск илнине пĕлес тĕллевпе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн начальникĕ В. Димитриев 2008 çулхи майăн 5—16-мĕшĕсенче республика территорийĕнче “Частник” асăрхаттаруллă операци ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Асăннă тапхăрта уйрăм çынсем асăрхаса тăракан, палăртнă йĕркепе регистрацилемен техникăна тупса палăртас тĕлĕшпе тĕрĕслевсем иртеççĕ. Çавăн чухне тупса палăртнă кивелсе çитнĕ тракторсемпе прицепсене регистрацирен кăларса тимĕр-тăмăра ярас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.