29 апреля 2008 г.
1950 çулсенче эпĕ колхозра кладовщик пулса ĕçлерĕм. Петр Григорьев — весовщик. Вăл вăхăтра хуçалăх помидор, хăяр, купăста нумай туса илетчĕ. Кĕркунне вара правлени ведомость хатĕрлесе панă хыççăн эпир çав культурăсене килĕрен валеçеттĕмĕр. Хăш-пĕр чухне темиçе хут та. Малтан, сăмахран, помидора е хăяра татса склада-кĕлете хураççĕ. Манăн ăна тарасапа турттарса памалла. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне кашниех лайăххине, шултрине илесшĕн. Çавна асра тытса тата йĕрке пултăр тесе, эпир пĕрне те склада кĕртмен. Петр Григорьев тултарса параканни пулнă. Çавăн чухне çынсем “эсĕ мана шултрине пар-ха”, — тесе кăшкăратчĕç. Петр куларах “шултрине-и” тесе ыйтсан, “Шултрине çав, шултрине”, — шÿтлетчĕç хайхискерсем. Çав кулăшран Петр Григорьева кайран шултри теме пуçларĕç. Григорий Новоселов вара сăмаха вырăсла куçарса “Крупнов”, — тетчĕ. Янрать вĕт? Янрать! Çакна Петр Григорьевич хăй те хирĕçлемерĕ курăнать. Çапла вара ялта çĕнĕ хушма ят “Шултри” çуралчĕ.