29 апреля 2008 г.
Лариса Евгеньевна Никитина Йÿçкассинче, Зинаидăпа Евгений Федоровсен çемйинче, çуралнă. Именкассинчи вăтам шкулта сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ. Чи юратнă вĕрентекенĕ Васса Ивановна Иванова сĕнĕвĕпе Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн 1982 çултанпа Кĕçĕн Шетмĕри вăтам шкулта вăй хурать.
Лариса Евгеньевнана аслă пĕлÿ илес ĕмĕт-шухăш канăç паман. Вăл И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ — университет) куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Юратнă кăмăл-туйăмĕ те çуралнă. Килĕштерекен каччă та тупăннă. “Нива” хуçалăх экономисчĕпе — Леонтий Никитинпа çемье тĕвĕленĕ. Яваплăх тени татах ÿснĕ. Халь шкулпа çемье пурнăçĕн йывăр лавне туртса пымалла-çке. Пуçламăш классене вĕрентекенĕн урокĕсем пуян содержаниллĕ. Тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе усă курать,çĕннине шырать. Уçă уроксем ирттересси, акă, йăлара унăн. Дидактика материалĕсем, хушма литература, курăмлăх — яланах ал айĕнче.
Кружоксен пĕлтерĕшне те пысăка хурать ĕçтешĕмĕр. Занятисене ача хăй çав пĕлÿпе пурнăçра тĕрĕс усă курасса шанса йĕркелет.
— Ачасен активлăхĕпе хастарлăхĕ кăмăлăма тыткăнлать. Çирĕп пĕлÿ панинчен хаклăраххи мĕн пултăр-ха ĕнтĕ. Тăван чĕлхене, пирĕн йăх-несĕлсенчен юлнă ырă йăла-йĕркене юратма хăнăхмалла пирĕн. Вĕсене çитес ăрусем валли сыхласа хăвармалла, — тет Лариса Евгеньевна. — Вырăсла çырнă кĕнекесене ытларах вуламалла.
Лариса Никитина — ачасен чун тыткăчи, пуян опыт пухнă педагог. Вăл йĕркелекен класс тулашĕнчи мероприятисем хăть хăçан та тарăн шухăшлă. Курма пынисемшĕн вара — чăн-чăн уяв.
Л. Никитинан ушкăнĕнчи ачасем çирĕп пĕлÿлĕхпе, ырă кăмăллăхпа тата тавра курăмлăхпа палăраççĕ. Унăн вĕрентÿ “пахчинче” çитĕннĕ 65 хĕр-упраçпа каччăран 24-шĕ — аслă пĕлÿллĕ. Акă, темиçе тĕслĕх кăна. Маргарита Дуброва И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ăсталăха туптанă. Педагог. Евгений Семенов Саратоври Çар институтне вĕренсе пĕтернĕ. Адвокат. Дмитрийпе Юрий Козловсем — инженерсем. Надежда Максимова — ача-пăча тухтăрĕ. Ольга Кузьмина çыхăну институчĕн дипломĕпе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă.
Тепĕр самант та кăсăклă. Пĕр класра вун пиллĕкĕн вĕренсе саккăрăшĕ аслă вĕренÿ заведенийĕнче, вĕсенчен улттăшĕ И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тĕрлĕ факультетĕнче пĕлÿ пухни савăнтарать Лариса Евгеньевнана.
Тĕрлĕ çулсенче унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсенче шкул чысне хÿтĕленĕ. Çав йышра — Э. Гурьев, И. Горшкова, Д. Игнатьев, Р. Козлов, Н. Ришко, В. Федотова, О. Кузьмина, О. Максимова.
— Пуçламăш класа çÿренĕ чухнех манăн Васса Ивановна пек пулас килетчĕ. Кăмăллă çын, калаçнипе харпăр хăйне тытма пĕлни те чĕрене вырнаçнă. Кĕвĕ инструменчĕсем патне те вăлах явăçтарчĕ. “Купăс-баянпа çывăхланни, юрă-ташăпа туслашни нихăçан та сиен кÿмен”, — тетчĕ вăл. Училищĕре ăс пухнă чухнех музыка инструменчĕсемпе выляма хăнăхрăм. Ялти яш-кĕрĕме мĕн чухлĕ юрă-ташăпа савăнтарман пуль, — аса илет Лариса Евгеньевна. — Юрăпа ташă ушкăнĕсемпе Именкасси, Алманч, Упи, Яманакпа Чатукасси кану çурчĕсене çитнĕ.
Çемье архивĕнче ялти шкул дирекцийĕ, районти вĕрентÿ пайĕпе ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем, хаклă парнесем типтерлĕн упранаççĕ. Вăл районти “Учитель-2001” конкурса хутшăннă. “Урок-сюрприз” номинаци çĕнтерÿçи.
Темиçе сăмах ачисем пирки. Лариса Евгеньевнапа Леонтий Иванович хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Хĕрĕ — Катя — 2002 çулта Кĕçĕн Шетмĕ шкулне кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУран иртнĕ çул хĕрлĕ дипломпа тухнă. Педагог-психолог. Ывăлĕ — Саша — Нестĕр Янкас премийĕн лауреачĕ. Юрăç. Халь — Чĕмпĕрти фармацевтологи училищин студенчĕ.
Лариса Евгеньевна шанчăклă тус-юлташ, çамрăксен наставникĕ, чăннипех те мухтава тивĕçлĕ.