29 апреля 2008 г.
Май уявĕ умĕн пирĕн корреспондент Красноармейскинчи Первомайски (Майăн 1-мĕшĕ ячĕпе хисепленекен урам) урамĕн нушисем пирки кунти ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен В. К. Шестаковран ыйтса пĕлнĕ. Акă мĕн хуравланă вăл:
“Ку урамра пурăнакансене, ытти хăш-пĕр çĕрти евĕрех, шыв ыйтăвĕпе çăмăл мар. Чылай çынсем (ку урам районти тĕп больница хыçĕнчен пуçласа Васнар ялне çитичченех тăсăлать) ĕçмелли шыва çăлтан ăсаççĕ. Шыв колонкисем вырнаçтарас тĕлĕшпе кăçал малалла ĕçлетпĕр. Шыв пăрăхĕсене хуни вуншар çул пулать-çке.
Тепĕр ыйту — асфальтлă çула çĕмĕрни. Чылайăшĕ асăрханă пулĕ: çатма евĕр асфальт пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн арканса пĕтет.
Виççĕмĕш йывăрлăхĕ — ял халăхĕн килти тасамарлăха хума вырăн çукки. Çавна май вĕсем ăна ăçта пăхнă çавăнта пăрахаççĕ. Çитес вăхăтра вĕсене контейнерсем лартса парасшăн.
Çапла майпа йĕрке пулмаллах”.