29 апреля 2008 г.
“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ изобретательсемпе творчество çыннисен уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ конкурсăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн Журналисчĕсен Союзĕн районти пуçламăш организацийĕ те ырланă. Çакна палăртнă: чăн та, изобретательсем хальлĕхе хăйсен çинчен сас пама васкамаççĕ-ха. Вĕсенчен апрелĕн 26-мĕшĕ тĕлне хăйсен ĕçĕсем çинчен çырнă материалсем çитеймен. Шанатпăр, тен, вĕсем малашнехи тапхăрта хăйсем çинчен систерĕç, районта кунашкаллисем çуккине ĕненес килмест, пурах вĕсем ентешсем хушшинче.
Ытти творчество çыннисенчен вара çак тапхăрта конкурса уйрăм хайлавсем килчĕç. Ятарлă жюри, килнĕ ĕçсене пăхса тухса, конкурсра Карайри Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) çĕнтернĕ тесе йышăннă. Н. Карайăн “Салтак арăмĕ” калавне, тематикине кура, хаçатăн Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе кăларакан номерĕнче пичетлетпĕр. Унăн авторне грамотăпа, парнепе чыслаççĕ. Сăмах май, Николай Дмитриевич райхаçат редакцийĕ Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ирттернĕ акцие хутшăнса та редакцие материал çитерчĕ (унăн Карай бригадирĕ В. Малинин çинчен çырнă материалĕпе паянхи номерте вуласа паллашма пултаратăр ).
Н. Д. Дмитриева конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламласа творчествăра çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.