29 апреля 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2002 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи “Алкогольпе усă курнине тĕрĕслессине вăйлатмалли, алкоголизмпа ĕçкĕ-çикĕрен асăрхаттармалли хушма мерăсем çинчен” 137-мĕш номерлĕ Указне малалла пурнăçа кĕртес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче пурлăха сыхлассине тата автомототранспорт хатĕрĕсемпе усă курассин хăрушсăрлăхне йĕркелес тĕллевпе район пуçлăхĕн С. А. Николаевăн йышăнăвĕпе апрелĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса майăн 21-мĕшĕччен районта ĕçкĕ-çикĕне хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттереççĕ. Ку уйăхлăх вăхăтĕнче пурнăçламалли тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕпе тата милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе пĕрле право йĕркине пăснинчен асăрхаттарас, вĕсене тума пултаракансене палăртас, калаçусем йĕркелес, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене хирĕç кĕрешме общественноçа, ял старостисене, депутатсене явăçтарас тĕлĕшпе ĕçе вăйлатма сĕннĕ. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн уйăхлăх мĕнле пынине, ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешнĕ çĕрти ырă тĕслĕхсене анлăн çутатмалла.