АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăм лесничествин историйĕнчен

29 апреля 2008 г.

 

Кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче Сурăм лесничествине йĕркеленĕренпе 90 çул çитрĕ. Вăл Вăрнар леспромхозĕн тытăмĕнче унăн участокри вăрман хуçалăхĕ пулнипе палăрнă. Кунта йывăç хатĕрленĕ.

Халь Сурăм лесничестви Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче, Шупашкар — Вăрнар аслă çул хĕрринче, вырнаçнă.

Участокри вăрман хуçалăхĕ вăрмана асăрхаса, пăхса тăнипе пĕрлех чылаях мар пулин те, вăрман культурисене лартассипе ĕçленĕ. Акă, 1929 çул-та, сăмахран, 23,11 гектар çинче йывăçсем чĕртнĕ. Ку кăтартусем 1930 çулта — 33,47, 1931 çулта 71,7 гектарпа танлашнă.

Вăрман хуçалăхĕнче ĕçе лайăхрах йĕркелес тата наукăпа тĕпчев ĕçĕсене малалла аталантарас тĕлĕшпе “Чăвашлес” трестăн приказĕпе килĕшÿллĕн, 1936 çулта Чăваш сăнав вăрман хуçалăхне туса хунă. Çав çул Сурăм лесничествин мĕн пурĕ 2897 гектар лаптăк шутланнă.

1940 çулхи апрель уйăхĕнче Сурăм лесничествин пурнăçĕнче черетлĕ çĕнйĕркелÿ пулнă. Асăннă лесничество çумне Красноармейскипе Элĕк тата Советски районĕсен вăрманĕсене, вĕсем унччен районсенчи вăрман хуçалăхĕсене пăхăннă, пĕрлештернĕ. Çапла майпа Сурăм вăрман хуçалăхĕ пулса тăнă. Вăл тÿррĕмĕн Чăваш Енри вăрмана сыхлакан управленине пăхăннă. Вăрман хуçалăхĕн пĕтĕмпе 8 пин гектар ытла лаптăк шутланнă.

Сурăм лесничествин аталанăвĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрин çулĕсемпе тата халăх хуçалăхне вăрçă хыççăн аталантарассипе палăрнă çулсенче ырă йĕр хывнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче оборона хăватне çирĕплетессипе вăй хунă. Заказсене пурнăçланă. Çав шутра пăшал кÿпчекĕсем, çуна тупанĕсем, урапа пайĕсем, çăпатасем, йывăç хупписем тата ытти те хатĕрленĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçăнсанах вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансенчен чылайăшĕ фронта тухса кайнă. Акă, Волковсем (Анаткас), пĕр тăван Матвей, Иван, Андрей нимĕçсене хирĕç çапăçнă. Вĕсенчен Матвей Филиппович Сурăм лесничествинче обăездчикре ĕçленĕ, фронтра паттăррăн çапăçса пуçне хунă.

Пирĕн халăх — Раççей халăхĕ ирсĕр нимĕç эшкерне тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатрĕ. Тăван кĕтесе Аслă Çĕнтерÿпе таврăнчĕç пирĕн ентешсем — вăрманçăсем. Мирлĕ ĕçе кÿлĕнчĕç вĕсем. Çав йышра — Г. П. Митрофанов (Пăрăнтăк), И. Н. Николаев, И. Г. Герасимов, П. В. Васильев (Анаткас).

Паллă ĕнтĕ, 1954 çулта Сурăм вăрман хуçалăхĕнчен Сурăм лесничестви йĕркеленĕ. Вăл сăнавлă вăрман хуçалăхне кĕрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика