29 апреля 2008 г.
Районти йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн ларăвĕнче 2007-2008 çулхи хĕллехи сезонăн кăтартăвĕсене пăхса тухрăмăр. Иртнĕ тапхăрта районта 10 ăмăрту ирттернĕ, вĕсене 269 шкул ачи, е районти мĕн пур вĕренекенсен 12,3 проценчĕ хутшăннă.
Район йĕлтĕрçисем республика чемпионатĕнче тата Чăваш Енре мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче вăй виçнĕ, хĕллехи полиатлон енĕпе-пĕрремĕш, йĕлтĕрпе чупассипе — саккăрмĕш, Чăваш Республикин Кубокĕн тапхăрĕсемпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинче мала тухассишĕн пынă ăмăртусенче — 8-мĕш, ЧР Вĕрентÿ министерствин спартакиадин ăмăртăвĕсенче 4-мĕш вырăн йышăннă. Кунсăр пуçне район тулашĕнчи 20 ăмăртура вăй виçнĕ. Республикăри ăмăртусенче пирĕн тăрăхри 16 спортсмен, çав шутра 8 шкул ачи, призерсем пулса тăнă. 20 спортсмен пĕрремĕш разряд нормативне тултарнă. Районăн пĕрлештернĕ командин йышĕ, тĕпрен илсен, Трак гимназийĕпе Красноармейскинчи иккĕмĕш тата Карай шкулĕсен ачисенчен тăнă.
Федерацине Чатукасси шкулĕн ачисем пĕр ăмăртăва та хутшăнманни çав тери канăçсăрлантарать. Çавăн пекех вăл районти ăмăртусенче вăй виçекен вĕренекенсене апат çитерме кирли çинчен асилтерет. Ку уйрăмах Трак гимназийĕпе Красноармейскинчи 2-мĕш шкул ертÿçисене пырса тивет.
Хĕллехи сезон кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе, районти йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕ районти ăмăртусенче 3 хутчен палăрнă, республикăри тупăшусенче призера кĕнĕ 17 ачана федераци грамотисемпе тата укçан премисемпе чыслама йышăнчĕ. Çак хисепе Трак гимназийĕнчен — 9, Мăн Шетмĕпе Красноармейскинчи 2-мĕш тата Карайри шкулсенчен — 2-шер, Пикшикрен пĕр вĕренекен тивĕçнĕ.
Федераци çавăн пекех спортсмен-йĕлтĕрçĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕшĕн ДЮСШ тренерĕсене — П. М. Сергеевпа А. Н. Григорьева, Р. А. Скворцова тата Заволжски ЛПУМГри физкультура инструкторне П. И. Григорьева тав турĕ.
Кунпа пĕрлех федераци çитес сезона ăнăçлă хатĕрленес тĕллевпе шкулсен çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли тата спорт лагерĕсенче çуллахи вĕрентÿпе тренировка сборĕсем йĕркелеме пулăшма, çавăн пекех йĕлтĕрçĕсем хатĕрлекен тренерсен йышне, ДЮСШан пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме укçа уйăрма ыйтса район пуçлăхĕ С. Николаев патне çырупа тухрĕ.