АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă пÿрте кĕмелле тăвасшăн та...

29 апреля 2008 г.

 

— Пиллĕкĕмĕш çул тăрмашатпăр ĕнтĕ, ниепле те ĕçе кĕртейместпĕр. Пÿрчĕ пирĕн пысăк пулчĕ çав, 12 х14 метр калăпăшлĕ. Тата мансардăллă. Веранди те пĕчĕк мар. Лартнă чух пысăках тăвас килет, ара, вăл ĕмĕрлĕх, кашниех çут малашлăх çинчен ĕмĕтленет вĕт. Пÿрчĕ туса пĕтернĕпе пĕрех-ха: алăксем лартмалла, газ кĕртмелле… — терĕ Галина Петровна, çурт тăвас ĕç мĕнле пыни çинчен ыйтсан. Пикшикри çĕнĕ урамра çĕкленĕ кермен пек пÿрте Анисимовсем. Ăна лартма патшалăх та субсиди уйăрса панă. Уншăн ку çемье тем пекех тав тăвать çĕр-шыв ертÿçисене. Çурт лартакансене çавăн пек пулăшу памалли программа йышăннине чун-чĕререн ырлаççĕ Анисимовсем.

— Пирĕн виçĕ ача: икĕ хĕр те пĕр ывăл. Хĕрĕсем шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ те аслă шкула вĕренме кĕртес шухăш пур тата… Кĕçĕнни ывăл, вăл тĕп килте юлмалли çын ĕнтĕ... — хăйĕн ĕмĕт-шухăшĕсемпе пайланать районăн 2007 çулхи чемпион-ĕне сăваканĕ. 1990 çултанпа Сартăванти сĕт-çу ферминче дояркăра вăй хурать вăл. “Юрататăп эпĕ ĕнесене, çавăнпах кунта ĕçлеме килнĕ ĕнтĕ. Эпĕ хам çыхăну техникумне вĕренсе пĕтернĕ-ха”… — тет Галина Петровна.

Анисимовсене кăçал çĕнĕ пÿрте кĕмелле тăвас çĕрте ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика