25 апреля 2008 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Я. Яковлев çуралнă кун, пирĕн пĕтĕм республика Чăваш чĕлхин кунне уявлать. Çавна май районти тĕп библиотекăра та ку праçник ячĕпе Чăваш чĕлхипе литературин эрнине ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл “Тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи — пин чĕлхерен эс чи пахи!” ятпа тата И. Я. Яковлев çуралнăранпа — 160, К. Ивановăн “Нарспи” поэми тухнăранпа 100 çул çитнине халалласа апрелĕн 21— 25-мĕшĕсенче иртет.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче те çак эрнене халалласа чылай мероприяти йĕркелерĕç. “Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп” калаçу журналĕнче, ав, ачасем Аслă патриархăн çăмăл мар шăпипе, унăн пултарулăхри пуянлăхĕпе паллашрĕç, “Иван Яковлевич Яковлев — Аслă Вĕрентекенĕмĕр” электронлă презентацие пăхрĕç.