25 апреля 2008 г.
— Пурнăç сукмакĕсем çĕр пин чухлĕ те пуль. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен манăн хăш сукмакĕпе утмалла-ши? Çак шухăш кашни çыннах кăсăклантарать, — тет райбольницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Зоя Зиновьевна Баранова тухтăр. — Сывлăхран хакли çук. Сывлăх темипе райхаçатра чылай материалсем çапăнса тухаççĕ. Уншăн вулакансем кăмăллă. Зоя Зиновьевна “Ял пурнăçĕнче” çĕнĕ рубрика “Сывлăх сукмакĕ” уçма сĕнчĕ. ”Уйăхра икĕ хутчен ятарлă кунсенче кăларса тăрасчĕ ăна. Кунта вулакансем сывлăха тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлассипе çыхăннă материалсемпе, ыйту-хуравсемпе паллашма пултарччăр” — хăй шухăшне пытармасть тухтăр.
Диспансеризаци — çынсен сывлăхне тĕрĕслесси
Хăйне аван туякан çын сывлăх пирки пачах та шутламасть тесен те юрать. Аптрасан, вăй пĕтсен е ыратсан тин больницăна аса илет.
Анчах та аптрани вăл чир-чĕр шала кайнине систерет, унран сывалма йывăртарах çав. Çын сусăрланса инвалид пулса юласси те куç умĕнчех. Çакна шута илсех ĕнтĕ РФ Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова 2008 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче “2008—2009 çулсенче ĕçлекен граждансене хушма диспансеризацилесси çинчен” приказ çырнă. Унпа килĕшÿллĕн, çак ĕçе пурнăçлама медицинăн страхлакан фончĕ ятарласа укçа-тенкĕ уйăрать. Асăннă тĕрĕслеве 7 врач (терапевт, хирург, акушер-гинекологпа уролог, невролог, куç тухтăрĕ, эндокринолог) хутшăнаççĕ. Кунта 8 тĕрлĕ анализ тумалла тата ЭКГ, флюорографи витĕр тухмалла. Хĕрĕх çултан иртнĕ хĕрарăмсене маммографи тумалла.
Çакăн çинчен РФ Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин пресс-служби аса илтерет. Эпĕ ĕç коллективĕсен ертÿçисене çапла пĕлтеретĕп: районти медицина учрежденийĕсенче, график тăрăх çынсене йышăнаççĕ, вĕсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Çынсен харпăр хăйне тĕрĕслеттерме манмалла мар, графиксене пăхăнмалла.