АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамри йывăçшăн та налук тÿлеме тытăнмăпăр-и?

25 апреля 2008 г.

 

Хисеплĕ вулаканăм, эпĕ ку ыйтăва ахальтен хускатмастăп. Хаçат вулатăн-и, радио итлетĕн-и, ялти пухусенче ларатăн-и, районтан, ял тăрăхĕнчен килнисем яланах кашни тăваткал метр çĕршĕн патшалăха укçа тÿлемелли çинчен халап çапаççĕ. Çаплах пулĕ. Çĕр — патшалăх тупри. Унăн тупăш памалла.

Темиçе çул каялла ман пата, ялкор патне, Катавĕç урамĕнчи темиçе çын ял Совет председателĕ В. Осипов Катавĕç вакки патне анакан хушша (тăкăрлăка) çурт лартма хатĕрленесси çинчен пĕлтерме килчĕç. Кайса пăхрăм. Чăнах та, тăкăрлăка питĕ хитре карта тытнă Çĕклемпе кĕпе-йĕм çума кайма кĕрсе тухмалăх ансăр калитке çеç хăварнă. Çакăн çинчен эпĕ çийĕнчех “район хыпарçине” “Çивĕч сигнал” ярăмпа хыпар çитерсе патăм. Пичетленчĕ вăл. Кĕçех пирĕн ума çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. Унтан сумлă компани анчĕ. Малта — ял пуçлăхĕ. Мана çăхавшăн тавăрма килнĕ иккен. Кашнин хул хушшинче — портфель. Пĕри кунталла утаслать, тепри — унталла… “Эсир çул хĕрнелле те тухнă, тăкăрлăка та хĕснĕ. Йывăçсем лартса тултарнă: урам енчи çул канавне те, пралука та…” — теççĕ. Ай, паччушки. Пуçлăх унталла утрĕ, кунталла. Миçе йывăçне, стройматериал айĕнче миçе тăваткал утăмне самантрах шута илчĕ.

— Тăватă сотăй çĕре пахча шайне кĕртетпĕр, — терĕ.

Юрĕ. Эпĕ чĕрре кĕмерĕм. Ара, йăмра сапанĕ касиччен, вĕсене лартма шăтăк чавиччен эпĕ патшалăхран çĕр пама ыйтман-çке… “Çĕршĕн сăмахланма хушман” тесе вĕрентнĕ пире анне, 31 çулта мăшăрне вăрçа ăсатса, ăна кĕтсе ĕмĕрленĕскер, 4 ачана пăхса тертленсе пурăннăскер.

Халĕ шухăшлатăп та ăçта вăл ял илемĕ? Анчахрах каç кÿлĕм хамăр ялсем, тепĕр уйăхран тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенскер, калаçса ларма кĕчĕ.

— Костя пичче, эсĕ пĕлтĕр ялта шăнкăрч вĕллисем пирĕн иксĕмĕрĕн анчах тесе çырнăччĕ, — тет çакскер.

Ăçта çитрĕмĕр. Йывăç лартнăшăн укçа тÿле, шăнкăрч йăви ăсталама никам та хистемест. Çут çанталăкĕ кун пекех йăшса пырсан, çут тĕнчере кам пурăнса савăнĕ?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика