АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăсемпе фактсем

25 апреля 2008 г.

 

Хальхи вăхăтра районĕпе 445 ĕç вырăнне аттестациленĕ. Çав шутра тулли мар яваплă “Газпром трансгаз Нижний Новгород — Заволжское ЛПУМГ” пĕрлешÿре — 389 (63-шне кăçал аттестациленĕ), “Красноармейская” МСОра — 15, “Чеслара” — 14, “Красноармейская сельхозхимия” пĕрлешÿре — 27 ĕç вырăнĕ.

Юлашки пилĕк çул хушшинче районта производствăра вăй питти 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, сăлтавĕ — инкек тÿснисем ĕç сыхлавĕн правилисене сĕмсĕррĕн пăснинче. Пытарма кирлĕ мар, кунта, паллах, ĕç параканăн айăпĕ те пур, ун енчен хăйсен ĕçченĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрасси пулса пырайман. Çавăнпах ĕнтĕ лешсем йĕркене пăснă: хăшĕ ĕçе мухмăрла тухнă, тепри эрех ĕçнĕ, виççĕмĕшĕ пĕлсе тăрсах, халиччен нимĕн те пулманччĕ-ха тесе, ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнман тата ытти те.

Инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа та кашни çыннăн ĕç вырăнĕнче тимлĕхе çухатмалла мар, ĕç сыхлавĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла, ĕç параканăн вара ĕçченсем валли тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса хурассишĕн çине тăмалла. Çакăн çинчен самантлăха та манас марччĕ, пире кашнине килте çемье, мăшăр, ача-пăча, атте-анне тата ыттисем кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика