АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуларан — яла

25 апреля 2008 г.

 

Кашни çамрăка тенĕ пекех, Ленăпа Валерăна та ÿссен кам пуласси тарăн шухăша янă. Тĕплĕн шутланă хыççăн Супар каччи, вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнăскер, малалла вĕренме тăван республикăн тĕп хулине — Шупашкара — çул тытать, Чăваш ял хуçалăх институтне (халĕ ял хуçалăх академийĕ) вĕренме кĕрет. Елена Иванова вара ялти шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн ветеринари уйрăмĕнче пĕлÿ пухма пуçлать. Алла диплом илнĕ хыççăн Çĕрпÿри ветеринари станцийĕнче ĕçлеме тытăнать. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк хĕр ĕçленĕ хушăрах Хусанти Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче вĕренсе пĕлĕвне тарăнлатать, ветеринари наукин çĕнĕлĕхĕсене алла илет.

Аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне алла илнĕ хыççăн вĕсем пĕрле çемье çавăраççĕ.

В. Осипов пĕр хушă “Гигант” колхозра тĕп зоотехник. Унтан ученăй — зоотехник Çĕрпÿри ăратлă сысна ĕрчетессине сăнаса тĕпчес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Унăн мăшăрĕ, Елена Ивановна вара Çĕрпÿри районсем хушшинчи ветбаклабораторире ветеринари врачĕнче тăрăшнă. Ĕçчен мăшăр икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ: Наташа — врач, Лариса — экономист.

Хăй вăхăтĕнче Осиповсем Çĕрпÿрех тĕпленсе пурăнма ĕмĕтленнĕ пулĕ. Кунта вĕсен виçĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттер, пурăн та пурăн. Кунсăр пуçне ĕçри тантăш-юлташĕсем мĕн чухлĕ... Анчах та Валерий Ильичпа Елена Ивановнана тăван кĕтес, Супар ялĕ хăй патне ытларах туртнă пулĕ.

Вĕсем кунта тымар яни пилĕк çул ĕнтĕ. Çак хушăра килти хуралтăсене самаях çĕнетрĕç.

— Атте-анне килне мĕнле пăрахан-ха, — тет В. Осипов. — Эпĕ вĕсен ывăлĕ вĕт. Çавăнпа та тĕп киле сыхласа усрама тивĕçлĕ.

— Хуларан яланлăхах пурăнма яла куçса килнишĕн пĕртте кулянмастпăр, — теççĕ Осиповсем.

Вĕсем вăй çитнĕ таран “Гигант” хуçалăх ĕçĕсене хутшăнса ĕçлеме те хирĕç мар.

— Пирĕн тăрăхра çут çанталăк илемлĕ те савăк. Ял çумĕпех асфальт сарнă çул выртать, юнашар вăрман, Трак чукун çул станцийĕ вырнаçнă. Пĕр каласан, пурте пур, —хăйĕн шухăшне уççăн палăртрĕ Елена Ивановна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика