22 апреля 2008 г.
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” республикăри XI фестиваль иртрĕ. Унта Шетмĕпе Çавал юхан шывĕсем тăрăхĕнче вырнаçнă сакăр районти пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Малтанах сцена çине пирĕн район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн халăх пултарулăх пайĕн ертÿçи, ЧР композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Н. А. Зимин тата композитор-педагог, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультечĕн доценчĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Ю. Д. Кудаков тухрĕç, черетлĕ фестиваль пирĕн мухтавлă ентеш, чăвашсен чаплă композиторĕ Ф. М. Лукин çуралнăранпа 95 çул çитнĕ çулталăкра иртнине палăртнă май, композиторсемпе сăвăçсене, уйрăм юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсене ăнăçусем сунчĕç. Николай Илларионович Н. А. Зимина район администрацийĕн Тав çырăвне, культура уçлăхĕнче ырми-канми вăй хуракан С. Ю. Данилована, Р. В. Казакована тата А. Л. Тюмерова ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене пачĕ.
Фестиваль концертне уçма вара Красноармейскинчи халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертÿçи — ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. П. Алексеев) тивĕçрĕ. Вăл куракансене Н. Филимонов Ю. Петров сăввипе кĕвĕленĕ “Шетмĕ хĕрринче” юрă парнелерĕ. Арçынсен ушкăнĕ “Тăван килтен кайма тухсан” (сăвви А. Галкинăн, кĕвви В. Рудникован) юрра шăрантарчĕ. Верăпа Гурий Алексеевсем хăйсен “Кушкă-Типçырма” юррипе савăнтарчĕç. Фестивальте Ю. Шепиловăн “Ах, юрату” тата “Çурăлсассăн çĕмĕрт” юррисене С. Данилова юрларĕ. Сцена çинче çав каç “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ те “Янра, купăс” (сăвви Надежда Силпин, кĕвви Юрий Романовăн) тата “Катăркас” (Ю. Сементер, В. Рудникова) юрăсемпе пулчĕ. Артур Васильев та пухăннисене хăй çырса кĕвĕленĕ “Сарпикеçĕм” юрăпа тыткăнларĕ.
Унтан сцена çине фестиваль хăнисем пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕç. Канаш районĕнчи Сиккассинчи культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи В. Н. Шпаков), Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти вокал ансамблĕ (О. П. Кушников), Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн хорĕ (В. С. Парфенов), Шупашкар районĕнчи “Дубравушка” ансамбль (В. И. Арланов), Элĕк районĕнчи хĕрарăмсен пултарулăх ушкăнĕ, Йĕпреç енри юрăçсем, Муркаш районĕнчи юрă ăстисем (ертÿçи — ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. М. Александров), асăннă районсенчи уйрăм юрăçсем халăх умне номер хыççăн номер кăларчĕç, тава тивĕçрĕç.
Çавăнпах пуль жюри членĕсене (унта Н. А. Зиминпа Ю. Д. Кудаковсăр пуçне ЧР музыка обществин ертÿçин çумĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей профтехвĕрентĕвĕн отличникĕ Б. П. Быков композитор та кĕчĕ) юрăсен кĕвви-çеммине, темине, содержанине, илемлĕхне, янăравлăхне тата пахалăхне тишкерсе тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисене палăртма çăмăлах килмерĕ. Пĕр сехет ытла канашласа та вĕçне хĕрне тĕплĕн тухаймарĕç вĕсем, çавăнпах малтисене чыслассине каярахри вăхăта хăварма йышăнчĕç. Композиторсем вара концерт пынă май фестиваль дипломĕсене тивĕçсех пычĕç.
Фестиваль Верăпа Гурий Алексеевсем çырса кĕвĕленĕ “Шетмĕпе Çавалăн кĕввисем” юрăпа вĕçленнине палăртнă май, çапла калассăм килет. Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнчи композиторсен пултарулăхĕ малашне те Çĕр-аннерен тапса тăракан çăл куç евĕр вăй илсе пытăр. Халăха çĕнĕрен те çĕнĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарччăр вĕсем, юррисем вара çурхи ешерекен садри шăпчăксенни евĕр уççăн янăраччăр.
* * *
Ку материала пичете хатĕрленĕ май, редакцине жюри пĕтĕмлетĕвĕсене те çитерсе пачĕç. Вĕсем çапла: I—II степеньлĕ дипломсене “Хор валли çырнă произведени” номинацире “Улăх кĕвви” (сăмахĕсем Н. Янкаспа Г. Алексеевăн, кĕвви Г. Алексеевăн) тата “Шетмĕ хĕрринче” (сăвви Ю. Петровăн, кĕвви Н. Филимоновăн), “Вокал ансамблĕ валли çырнă произведени” ятлинче — “Шупашкарăм, Шупашкар” (В. Кузнецовăпа Ю. Никитин) тата “Тупа” (А. Мурзуковпа Г. Шевкен), “Сасă валли çырнă произведени” номинацире — “Анне уявĕ” (А. Макаровпа Паттис Петерĕ) тата “Асăмра çурхи кунсем” (Ю. Жуковпа В. Ковалев), “Ачасем валли çырнă произведени” ятлинче — “Асамат кĕперĕ” (сăввипе кĕвви Н. Суракинăн), “Саламлатпăр аннене” (А. Николаева сăввипе В. Федоров кĕвĕленĕ) юрăсем çĕнсе илнĕ.
“Хор“ номинацире лауреатăн I-II степеньлĕ дипломĕсемпе Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри культура çурчĕн халăх юрăпа ташă ансамблĕн хор ушкăнĕпе (ертÿçи В. Парфенов) Красноармейскинчи халăх пултарулăх çурчĕн ветерансен хорне чысланă.
I—III степеньлĕ дипломсене “Вокал ансамблĕ” номинацире Канаш районĕнчи вокал ансамблĕ (ертÿçи В. Шпаков), Элĕк районĕнчи вокал ансамблĕ (ертÿçи В. Терентьев) тата Шупашкар районĕнчи “Дубравушка” вокал ансамблĕ (ертÿçи В. Арланов), “Юрăç — солист” ятлинче Надежда Иванова (Муркаш), Ольга Кузьмина (Канаш), Наташа Каликова (Муркаш), “Чи çамрăк юрăç” номинацире вара III степеньлĕ диплома Шупашкар районĕнчи Диана Шихматова тивĕçнĕ.
Çавăн пекех Йĕпреç районĕнчи вокал ансамбльне (ертÿçи Г. Степанов) тата Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти культура çурчĕн вокал ансамбльне (ертÿçи О. Кушников) дипломсем пама йышăннă.