АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техникăпа усă курса

22 апреля 2008 г.

 

Çак кунсенче тулли мар яваплă "Таябинка" пĕрлешÿ уй-хирĕсенче тракторсен кĕрлевĕ шăпланма пĕлмест. Пиллĕк агрегат акма çĕр хатĕрлет, тепĕр тăваттăшĕ тĕш тырă акать. Çурхи уй-хир ĕçĕсенче сарлакан илекен тухăçлă агрегатсемпе усă курма çине тăраççĕ кунта. Сеялка ещĕкĕсене тĕш тырă вăрлăхĕ тултарассине те механизациленĕ. Çавна май алă вăйĕпе усă курассинчен пĕтĕмпех хăтăлса пыраççĕ темелле. Асăннă пĕрлешÿре куллен 100 гектар таран тĕш тырă акаççĕ. С. Молотков тĕп агрономпа вăрлăх енĕпе ĕçлекен А. Николаева агроном çĕр пиçсе çитнине сăнасах тăраççĕ, кунпа пĕрлех механизаторсен ĕç пахалăхне тĕрĕслеме те манмаççĕ.

Апрелĕн 21-мĕшĕ тĕлне кунта çурхи тĕш тырăсен вăрлăхĕсене 250 тонна имçамланă, вăрлăхлăх хывнă 1200 тонна çĕр улмирен 600 тоннине суйласа яровизацилеме хунă, 355 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ, 830 гектар кĕр калчисене минераллă удобренисемпе апатлантарса сÿреленĕ, кĕрхи çĕртме сухин 650 гектар лаптăкĕ çинче нÿрĕк тытса хăварнă, çуртрисене 400 гектар акнă, акма хатĕрленĕ çĕр тепĕр 350 гектар пур.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика