АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисен çĕр ĕçне лайăх пĕлмелле

22 апреля 2008 г.

 

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Трак енре черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи мартăн 21-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинчи вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегийĕ çинчен” 25-мĕш номерлĕ Указне пурнăçа кĕртессипе, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерессипе, усă курман çĕрсемпе эффективлă усă курассипе, обществăлла вырăнсенче преступлени тунинчен тата право йĕркине пăснинчен асăрхаттарассипе, ялсемпе çулсен хĕррисене санитари тĕлĕшĕнчен таса тытса тăрассипе, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

Çак кун ирхине район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов Куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрĕн федераллă агентстви ЧР управленийĕн ертÿçипе В. Г. Егоровпа, унăн пулăшаканĕпе А. И. Ивановпа тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх сотрудникĕпе Н. М. Ивановапа тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В. К. Шестаковпа пĕрле тулли мар яваплă “Колос” пĕрлешÿре пулчĕç. Хуçалăх ертÿçи В. Ю. Ермаков каланă тăрăх, пĕрлешÿре кĕр тыррисен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарассине кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Механизаторсем тивĕçеççĕ, техника хатĕр, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Çуртрисене кунта 280 гектар акса хăварма пăхаççĕ.

Механизаторсен умĕнче тухса калаçнă май, Н. И. Антонов ЧР вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегийĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. “Районти ачасен 67 проценчĕ садиксене çÿрет. Çак кăтартăва çитес çул — 80, тепĕр 3 çултан вара 100 процента çитерме пăхатпăр. Ачасен вĕренÿ туртăмне çирĕплетессипе те малалла ытларах ĕçлемелле, вĕсенчен кашнинех шкулта 11 çул пĕлÿ пухма тивĕ”, — терĕ Николай Илларионович.

“Ял çыннин çĕр ĕçне лайăх пĕлмелле”, — палăртрĕ вăл малалла. “Шел те, инженер, агроном специальноçĕсене, механизатор профессине илес текенсем сахалтарах-ха”, — терĕ. Тирпей-илем ыйтăвне хускатнă май, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Мăн Шетмĕ юхан шывĕн хĕррине çÿп-çаппа тултарнипе, Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче пуçтах (е пуçтахсем) вăй илме пуçланă 20 ытла хурăна шартах хуçа-хуçа хăварнипе килĕшме юраманнине уйрăммăн каларĕ.

В. Г. Егоров вара хăйĕн сăмахĕнче ял çыннин ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварнипе пĕрлех усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки те шутламаллине палăртрĕ. “Республикăра 3 çул ытла сухаламан 75 пин гектар çĕртен 50 пин ытларахăшĕнпе кăçалах усă курма тытăнмаллине районсен пуçлăхĕсене Н. В. Федоров Президент та тепĕр хут асăрхаттарчĕ”, — терĕ Валерий Григорьевич. Вăл çавăн пекех хальхи вăхăтра çĕр пайĕсен хуçисене тупса палăртас, вĕсене çĕр лаптăкĕсем çирĕплетсе парас ĕçсем вăй илнине те асăнчĕ.

Ку информушкăн членĕсем Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче тата Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта йĕркеленĕ тĕл пулусем вăхăтĕнче те çав ыйтусем таврах калаçрĕç, унсăр пуçне 2008 çулхи II çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарассине хăвăртлатма кирлине палăртрĕç.

Информаци кунĕнче район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕпе С. Ф. Григорьевпа Пĕтĕм Раççейри “Раççейри РОСТО (ДОСААФ) оборонăлла спортпа техника организацийĕ”обществăлла организацин Чăваш Республикинчи организацийĕн Канашĕн председателĕн çумĕ С. Н. Воробьев — Шурка, РФ Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕн ертÿçипе А. В. Петровапа Чăваш Республикинчи профсоюзсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Г. М. Германова Кĕçĕн Шетмĕ ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика