АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хутмалли çĕнĕ тапхăра хатĕрленес ыйтупа

22 апреля 2008 г.

 

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Трак енре хутмалли çĕнĕ тапхăра хатĕрленес ыйтупа республикăри кустри семинар-канашлу иртрĕ. Унта Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Красноармейски районĕсемпе Çĕмĕрле хулинчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Вĕсене чи малтанах пирĕн район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов саламларĕ, район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Семинар-канашлура ЧР Строительство министерствин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн коммуналлă энергетика пайĕн пуçлăхĕ В. Г. Алексеев, ку управленин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ В. А. Шмелев тата патшалăхăн республикăри çурт-йĕрĕн Тĕп инспекторĕн çумĕ И. М. Абитов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра хутмалли тапхăр, тĕпрен илсен, пысăк йывăрлăхсемсĕр иртсе пырать. Çапах çĕнни пирки те шутламалла. Мĕн пур ĕçсене ку енĕпе кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр пурнăçласа ĕлкĕрмелле. Тухса каланисем çавăн пекех коммуналлă инфратытăмпа хутмалли тапхăра хатĕрлемелли тĕп требованисем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обăекчĕсене хатĕрлесе çитермелли правилăсемпе тата нормăсемпе пăхнă тĕп ĕçсен регламенчĕ, çурт-йĕр фончĕпе усă курнă чухне тĕл пулакан характерлă çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Семинар-канашлăва ЧР Строительство министерствин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн коммуналлă энергетика пайĕн пуçлăхĕ В. Г. Алексеев пĕтĕмлетрĕ, пирĕн районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорне Владислав Лаврентьевич Петрова тата кунти шыв пăрăхĕсен хуçалăхĕн контролерне Роза Леонидовна Андреевана ЧР Строительство министерствин Хисеп грамотине пачĕ.

Унтан семинар-канашлура пулнисем Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика