22 апреля 2008 г.
Район территорийĕнче апрелĕн 1—15-мĕшĕсенче йĕркелĕхе пăснине кăтартакан оперативлă сводкăран
— Апрелĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕре пĕр çын Молодежная урамри килте пурăнакан гражданинăн автомашинин умĕнчи кантăкне çĕмĕрнĕ, 750 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Сăтăрçăна тупса палăртнă.
— Апрелĕн 3-мĕшĕнче,17 сехет тĕлнелле, Еншик Чуллăри лавккана виçĕ арçын, маскăсем тăхăннăскерсем, кĕрсе тăнă. Вĕсем ача-пăчан вылямалли пистолечĕсемпе хăратса укçа-тенкĕ çаратасшăн пулнă. Анчах сутуçă кăшкăрнипе хăраса лавккаран тухса тарнă. Ку ĕç пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.
— Апрелĕн 6-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕре пурăнман çурт-йĕр хыпса илнĕ. Çурта çул çитмен ача чĕртнĕ тесе палăртнă.
— Апрелĕн 6-мĕшĕнче Карай ялĕнчи “Витязь” лавкка çывăхĕнче çул çитмен çамрăка Çырмапуçĕнчи 1987 тата 1990 çулсенчи çамрăксем хĕненĕ.
— Апрелĕн 10-мĕшĕнче Четрикри пĕр арçын килĕнче мăшăрне çапса пĕтернĕ.
— Апрелĕн 10-мĕшĕнче райбольницăн хирурги уйрăмне Яманакри арçынна вырттарнă. Ăна апрелĕн 8-мĕшĕнче ялти пĕр килте 1973 çулта çуралнă çамрăк хĕнесе сусăрлатнă.
Çÿлерех асăннă тапхăрта районта кĕсье телефонĕсене çухатнă икĕ тĕслĕх вырăн тупнă тата пилĕк çын вилнĕ. Çав шутра иккĕшĕ тĕрлĕрен хаяр шĕвек ĕçнине пула.