АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Эпир мар пулсан, кам?”

22 апреля 2008 г.

 

Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш классенче вĕренекенсенчен тăракан волонтерсен команди пур (ертÿçи — директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. В. Кускова). Унăн тĕп тĕллевĕ — çула çитмен çамрăксене тантăшĕсен вăйĕпе киревсĕр ĕçсенчен асăрхаттарасси, çавăн пекех “Чăваш Ен”: “Эпĕ, эсĕ, вăл: эпир — сывă çĕр-шыв” республикăри фонд проектне пурнăçа кĕртесси. Февраль — март уйăхĕсенче ку команда алкоголизмран, СПИДран, наркоманирен асăрхаттарас тĕллевпе 10 ытла тренинг ирттернĕ, вĕсене 7—11 классенчи 220 ача хутшăннă.

Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче вара ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн районти çурчĕн никĕсĕ çинче районти шкулсенчи шкул тата класс активĕн членĕсемпе “Эпир мар пулсан, кам?” тренинг йĕркелерĕç. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕ мелсемпе — дискуссипе, вăйăсемпе тата ытти те — усă курчĕç. Тренинга хутшăннисене хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн пĕлтермелли условисем туса хучĕç. Ун хыççăн 5 тапхăрпа “Ăнăçу формули” психологи вăййи иртрĕ. Мероприятире пулнисем волонтерсен командин членĕсене тав турĕç, çĕнĕ юлташсем тупнине, тĕнче çине урăхларах пăхма тытăннине пĕлтерчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика