22 апреля 2008 г.
Çуркуннехи каникултан тухсанах эпир, Алманч вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, экологи субботникĕсем ирттертĕмĕр.
Малтанах тăван шкул территорийĕнче çулçăсемпе хăрăк туратсене пухрăмăр. Тепĕр кун хамăр тăрăхри ялсен урамĕсенче те чăн-чăн пысăк субботник иртрĕ. Алманч, Туçи Чуракасси, Нимĕчкасси урамĕсенче выртакан кĕленче, хут, ытти тĕрлĕ тасамарлăха пухса ял тулашне илсе тухрăмăр, вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксем таврашĕнче тирпей-илем турăмăр.