22 апреля 2008 г.
Эпĕ ял мĕнле сывлăшпа сывланине ун урамĕн тасалăхĕнче, йывăçсенче, илемлĕн курăнакан çуртсенче туятăп. Питĕ шел, юлашки çулсенче çак сăнсем пачах улшăнчĕç. Акă, хĕлле обществăлла çурт-йĕр таврашĕнче эрех-сăра кĕленчисем йăваланса выртни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Халь çăва тухрăмăр та вĕсем татах йышланса кайрĕç. Ял илемне тÿнтер енпе сăнлакан ÿкерчĕксем тесшĕн çаксене.
Астăватăп-ха, иртнĕ çул кам çине тăнипе-ши, лавккапа кану çурчĕ таврашĕнче кĕленчесене михĕне тултарса хунăччĕ. Кăçал ку тĕлĕшпе çине тăракан тупăнмарĕ.
Ман шутпа, çакна кам ăçта принциппа мар, пĕр енлĕ принциппа йĕркелесе пăхмалла мар-ши? Эрех-сăра кĕленчисемпе консерва банкисем ял тăрăх лавккаран саланаççĕ вĕт. Ан тив, райпо ертÿçисем лавкка çывăхне пĕр-пĕр ещĕк вырнаçтарса парсан… Çынсем пушатнă савăт-сапана тата ыттине те çавăнта тултарнă пу-лĕччĕç. Тен, райпорисем çине тăнипех ещĕксене тултарнă кĕленчесене çÿп-çап тăкмалли вырăна та çитерме пулĕччĕ.