22 апреля 2008 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В. Ю. Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр район территорийĕнче, виçĕм çулхи пекех, 16 çул-йĕр инкекĕ пулнă. Анчах та вĕсенче вилнисемпе аманнисен хисепĕ унчченхинчен ÿснĕ. 2007 çулта çав аварисенче 9 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, тепĕр 22-шĕ тĕрлĕ сурансем илнĕ. Ку цифрăсене Владислав Юрьевич районти водительсен апрелĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ пухăвĕнче илсе кăтартнă. Çавăн пекех вăл кăçал автотранспорт предприятийĕсем хăйсен автомобилĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли графикпе паллаштарнă. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ туса хурас енĕпе ĕçлекен районти комисси секретарĕ В. П. Чаховский асăннă комиссин 2008—2012 çулсенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тумалли задачисем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Республикинчи ШĔМĕн ГИБДД управленийĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ туса хурас тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăхăн аслă инспекторĕ, милици майорĕ М. А. Рожков республика автоçулĕсем çинче пулнă аварисемпе тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе КоАПа кĕртнĕ улшăнусемпе паллаштарнă. Кунпа пĕрлех вăл районта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ туса хурас тĕлĕшпе конкретлă мерăсем йышăнмаллине, çул-йĕр çине тухакансен дисциплинине ÿстермеллине палăртнă, пухăва пынисен чылай ыйтăвĕсене хуравланă. Юлашкинчен автотранспортра чылай çул аварисĕр тăрăшакан водительсен, специалистсен пĕр ушкăнне ЧР ШĔМĕн ГИБДД управленийĕн тата районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн хисеп грамотипе чысланă.