АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шел те, финала тухаймарĕç

22 апреля 2008 г.

 

Апрелĕн 11-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче “Куçса çÿрекен клуб академийĕ” ятпа куçса çÿрекен клуб учрежденийĕсемпе агиткультбригадăсен республикăри V зонăри конкурсĕ иртрĕ.

Унта красноармейскисемсĕр пуçне Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар тата Элĕк районĕсенчи культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене малтанах район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов ăшшăн саламларĕ, укçа-тенкĕ туллин тивĕçсе пыманнине шута илмесĕрех куçса çÿрекен клуб учрежденийĕсем ял çынисен культурăлла канăвне йĕркелес тĕлĕшпе хăйсен ĕçне май пур таран туса пымашкăн çине тăрса тăрăшнине палăртрĕ.

Сцена çинче коллективсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартрĕç. Красноармейскинчи халăх пултарулăх çурчĕн куçса çÿрекен клуб учрежденийĕ, акă, хăйĕн конкурс ĕçне культработник ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса сăнларĕ. Кунти ачасен “Çунат” драма кружокне çÿрекенсем вара (ертÿçи тата режиссерĕ — Н. Б. Николаева) “Двенадцать месяцев” юмаха кăтартрĕç. Элĕксен ĕçĕ те çак темăпах çыхăнчĕ. Етĕрнесем — мăн кун, хĕрлĕчутайсем — çемье, Шупашкар районĕнчи культработниксем ял темисене суйласа илнĕ.

Конкурса хутшăннисен сцена çинчи пултарулăхне сумлă жюри тимлĕн сăнаса хак пачĕ. Унăн йышĕнче республикăри халăх пултарулăх çурчĕн методика пайĕн заведующийĕ Т. А. Дмитриева (председатель), координаципе тишкерÿ пайĕн методисчĕ Д. В. Бастригина тата ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. С. Кондратьева методист пулчĕç. Шел те, пирĕн районти куçса çÿрекен клуб учрежденийĕ республикăри конкурс финалне (вăл ку уйăх вĕçĕнче Канаш хулинче иртмелле) хутшăнма ирĕк çĕнсе илеймерĕ. Ку чыса вара Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Шупашкар районĕсенчи культура ĕçченĕсем тивĕçрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика