АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маншăн чи хаклă ăмăрту

18 апреля 2008 г.

 

Спорт — сывлăх çăл куçĕ. Журналистсем те çакна лайăх ăнланаççĕ. Çавна шута илсех ĕнтĕ утмăлмĕш çулсенчен районти “Ял пурнăçĕ” хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафетăлла ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕчĕ. Çулленех Аслă Çĕнтерÿ уявĕччен ирттеретпĕр ăна. Паллах, хĕрÿ тупăшусене шкулсен, ĕç коллективĕсен тата çемье командисем хутшăнса вăй виçни савăнтарать.

Кăçал виççĕмĕш çул асăннă ăмăртăва “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ район администрацийĕпе пĕрле йĕркелет. Вăл майăн 6-мĕшĕнче Красноармейскинчи тĕп стадионта иртет.

Çăмăл атлетсен эстафети умĕн Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн физкультура учителĕпе Анатолий Иванович Сидоровпа тĕл пултăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

— Анатолий Иванович, эсир районти спорт ĕçĕ-хĕлĕнче сумлă тÿпе хывнă. Тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат призĕсене çĕнсе илессипе йĕркелекен çăмăл атлетсен эстафетăлла ăмăртăвне çав тери килĕштеретĕр тата хаклатăр теççĕ?

— Тĕп-тĕрĕсех. 37 çул вăй хуратăп физкультура учителĕнче. Малтанлăха пурнăç биографийĕ Яманак шкулĕпе çыхăнтарчĕ мана. Ун чухне кĕçĕн ушкăнри ачасен командине ăмăртăва хатĕрлессипе ырми-канми ĕçленĕ. Дистанцие кăларас тесе пултаруллă çамрăксене суйласа илнĕ, уроксенче те, уроксем вĕçленсен те тренировкăсем тунă. Ÿсĕм-çитĕнÿ нихăçан та тăрăшмасăр, тар кăлармасăр пулмастех. Яманакра ĕçленĕ чухнех райхаçат парнисене çĕнсе илес çĕрте çулленех призлă вырăнсене йышăннине манмастăп эпĕ.

— Хăть мĕнле ĕçĕн те вăрттăнлăхĕ пур. Сирĕн те çаплах ĕнтĕ?

— Чи хакли те,чи пĕлтерĕшли те тренировкăсемпе çыхăннă. Ачасене суйласа илесси те чи кирли тесшĕн кунта. Вĕсене тĕрĕслесе пăхмалла,дистанцисенче чуптарма хăнăх-тармалла. Кам мĕнле чупать?

— Хăвăр ĕçĕрпе кăмăллă-и эсир, Анатолий Иванович?

— Унсăрăн епле-ха? Манăн спорт “лаççи” витĕр сахал мар çамрăк пиçĕхсе тухнă вĕт. Тĕслĕхрен, Яманакри Пантелеймоновсене, Львовсене, Саша Гаврилова чăннипех мухтатăп тата мухтанатăп та. Харпăр хăй ĕç вырăнĕнче те, вĕренÿре те пултаруллă, ÿркенмен, çанă тавăрсах ĕçлекен çынсем вĕсем. Малашлăхшăн çунаççĕ, вăр-вар çÿреççĕ. Çавăн пек хастар çынсен чун-чĕринче физкультурăпа спорт кăмăл-туйăмĕ, çăл куç шывĕ евĕрех,иксĕлми тапса тăрать.

Пирĕн пурин те çавнашкал ырă çынсенчен ырă тĕслĕх илмелле. "Ял пурнăçĕ" хаçат пурăнать,унăн призĕсене çĕнсе илессипе пулакан ăмăртăва кăçал та йышлăн хутшăнасса, тупăшасса çирĕп шанатăп эпĕ. Çапла пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика