18 апреля 2008 г.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн профилактика канашĕн ларăвĕнче ларатăп. Яланхиллех пăхса тухмалли протоколсем йышлă унăн. Вĕсем тирпей-илемшĕн çине тăрассипе те, ĕçкĕпе ашкăнакансемпе кĕрешессипе те çыхăннă. Кун йĕркинче ытти ыйтусем те пур.
Ытларах хăшĕ хумхантарать-ха мана? Юлашки вăхăтра ватти-вĕттисенчен хаяр шĕвек патнелле туртăнакансем йышли çав тери шухăша ярать. Çывăрма выртсан та канăç памасть-çке вăл. Мĕншĕн-ха çав териех ĕçетпĕр?
Астăватăп-ха, хамăр обществăра тивĕçлĕ йĕрке тăвассишĕнех пуль, “Чăваш Республикинче административлă правăна пăсни çинчен” саккун йышăннăччĕ. Унтанпа пиллĕкмĕш çул çине те кайрĕ ĕнтĕ, ĕçкĕçсем çав-çавах пĕтмеççĕ. Акă, манăн участокри 11 ялта пĕтĕмпе 1050 çын ытла пурăнать. Кашнинчех вăрттăнла майпа хаяр шĕвек сутаканĕсем пур. Кашнинчех тата ĕçкĕçĕсем тупăнаççĕ. Кăçал, сăмахран, Пикшикпе Вăрманкас, Уйриçурт ялĕсенче тĕрлĕрен хаяр шĕвек сутакан пилĕк çынна ярса илнĕ,протокол çырнă. Пĕрехмай эрехпе е тĕрлĕ хаяр шĕвекпе туслă 40-е яхăн çын учетра тăрать.
Ялсенче тивĕçлĕ йĕрке тăвассишĕн чи малтанах пирĕнтен — уполномоченăйсенчен — ыйтаççĕ. Пирĕн ку тĕлĕшпе çак ĕç-хĕле халăхпа пĕр пулсан çеç йĕркелештерме пулать. Çынсен,ялсен старостисен пулăшăвĕ кирлĕ паян. Хальлĕхе çак ырă пулăм пирĕн хушăра ытлах вăй илеймен-ха.
Чăнах та, юлашки вăхăтра Пикшикри вăтам шкулта вĕрентекенсенчен хăшĕ-пĕри кăнтăрла е каçсерен йĕркеленĕ рейдсене хутшăнаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те — Алексей Данилов — уйрăм ĕçкĕçсемпе тата хаяр шĕвеке час-часрах кăмăллакан çемьесемпе курнăçассине манмасть.
Обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетмелли тепĕр май вăл — ирĕклĕ халăх дружини. Ку ыйту пирĕн тăрăхшăн — кун ыйтăвĕ.