АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç умĕнчех çаратрĕç

18 апреля 2008 г.

 

Ку ĕç ”Европа” магазинра тавар туяннă чух пулса иртрĕ. Çурхи шăрăх кун магазин умĕнче газ уçлакансене турттаракан сенкер автобус ларатчĕ. Черетре ман умра çак автобус çине васкакан хĕрарăм тавар (апат-çимĕç) туянчĕ. Эпĕ, вырăнти çăкăр комбиначĕ кăларакан хам кăмăллакан “Славянская” шурă çăкăрпа Комсомольскинчи “Кооператор” пĕрлĕхре хатĕрлекен “Грушевый аромат” пылак шывшăн укçа тÿлерĕм. Туяннă япаласене алла иличчен, питĕ хăвăрт, мĕн пулса иртнине ăнланса ĕлкĕриччен ман “Грушевый аромата” темĕнле алăсем çатăрласа илчĕç те чупса кайнă ура сасси тата тапраннă автобус кĕрлевĕ кăна илтĕнсе юлчĕç. Эп урама тухса пăхнă çĕре автобусăн шывĕ-йĕрĕ те юлманччĕ, унпа пĕрле ман пылак шыв та туххăмрах ураланчĕ.

Çапла, тăр кăнтăр кунĕнче хам тÿленĕ таварсăр тăрса юлтăм. Хама таварпа тивĕçтернĕ сутуçă та ăна кам илнине асăрхаса юлайман. Юрĕ-ха, таварĕ пит хаклиех мар. Пĕр-пĕр хакли пулсан кулянмалли пулатчĕ. Çак шухăшсемпе хама лăплантаркаларăм.

Вулакансене вара манпа пулнă пек лару-тăрăва ан лекчĕр тесе пур чухне те тимлĕ пулма сĕнесшĕн. Унсăрăн туххăмрах шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика