АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕпе

18 апреля 2008 г.

 

Çын кăмăлĕпе хаклă. Унран пахараххи, çывăхраххи урăх çуках. Çав çынсен йышĕнчех пуль Александр Валерьевич Ефимов та. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул-йĕр патруль службин инспекторĕ вăл. Кĕçĕн лейтенант.

Тулли сăн-питлĕ, кĕрнеклĕ хул-çурăмлă. Пули-пулмиех сăмахламасть. Çавах та ырă кăмăлĕ, чун ăшшийĕ хăйпе пĕрлех унăн.

— Александр, эсир Кушкă тăрăхĕнченччĕ вĕт? — тăруках сăмах хушрăм ăна.

— Кушкă ялĕнче çуралнă эпĕ. Ачалăхпа çамрăклăх Мăн Шетмĕ енпе çыхăннă, — хуравларĕ çамрăк.

Калаçăва малалла сыпăнтартăмăр. Мана ытларах Саша епле майпа-ха милици ĕçченĕн профессине килĕштерни кăсăклантарчĕ. Тата çак йышра ят-сум çĕнсе илнĕ-çке. Кашниех пултаруллă та тăрăшуллă пулнăшăн мухтать. Ахальтен мар-тăр милиционерăн сăн ÿкерчĕкĕ хисеп хăми çинче те вырăн тупнă.

— Пĕлетĕр-и эсир? Эпĕ ÿсĕрпе руль умне ларакансемпе çав тери çураçусăр. Тем те кĕтме пулать-çке вĕсенчен. Тен, çавăнпах та пуль ГАИ (унччен çапларах каланă) ĕçченĕ пулас терĕм. Кăштах та пуль йĕрке тăвас шухăш-кăмăл канăç паман ĕнтĕ мана. 1993 çулта района ĕçе вырнаçрăм, — хăй шухăшне пытармарĕ Александр Валерьевич. — Вăт çавăнтанпах вăй хуратăп.

Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕн-нĕ. Александр — вăталлăххи. Ашшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.

А. Ефимов Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе — Таньăпа — Аньăна çитĕнтереççĕ. Татуллă пурăнать çемье.

— Александр, пушă вăхăт сахалтарах пуль сирĕншĕн? — терĕм ăна.

— Чылай чухне çукрах, паллах. Пĕрехмай çул-йĕр çинче пулма тивет. Тепĕр чухне кил-çурт çинчен те манатăн çав. Çавах та район хаçатне юратса вулатăп. Эсир пирĕн ĕç-хĕлпе çыхăнтарнă материалсене тăтăшрах пичетлĕр-ха, — кăмăллăн калаçать инспектор.

— Сирĕн нимĕнле награда та çук-и?— тетĕп татах.

— Икĕ çул каялла мана “ГИБДД службинче палăр-нăшăн” 2-мĕш степеньлĕ знакпа (паллăпа) хавхалантарнăччĕ, — сывпуллашрĕ инспектор.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика