АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран çÿрекенсем йĕркене пăсаççĕ

18 апреля 2008 г.

 

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче икĕ авари пулнă, вĕсенче тăватă çын аманнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе илсен, 1 авари сахалтарах. Икĕ аварийĕ те республика çулĕсем çинче пулнă, пĕри — Шупашкар — Сурски, тепри — Красноармейски — Кÿлçырма çулĕсем çинче. Йĕркене пăсакан водителĕсем те пирĕн район çыннисем мар.

Виçĕ уйăх мĕн кăтартрĕ-ха? Çак тапхăрта çул-йĕр çинче 387 хутчен йĕркене пăснă. Пĕлтĕр ку хисеп 378 тĕслĕхпе танлашнă. Çав шутран ÿсĕрпе — 20 (18), хăвăртлăха ÿстернипе — 121 (115), çуран çÿрекенсем 28 (26) хутчен йĕркене пăхăнман.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх, яваплисене 69 пин тенкĕлĕх штраф хунă. Вĕсенчен 65100 тенкине шыраса илнĕ. Ку таранччен ÿсĕрпе руль тытса пынăшăн 6 водителе административлă майпа айăпланă.

Шел пулин те, уйрăм водительсенчен хăшĕ-пĕри çĕнĕ саккуннăн правилисене пăхăнасшăнах мар. Çула тухнă чух хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çыхмаççĕ. Автомашинăра пĕчĕк ачи-пăчи валли кресло вырнаçтармаççĕ.

Çул-йĕр правилисене çуран çÿрекенсем пăсни куç умĕнчех. Уйрăмах шкул ачисем хăйсене питĕ çăмăлттайла тытаççĕ. Акă, пĕрремĕш кварталта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман çичĕ вĕрентекен пирки ĕçе район администрацийĕн комиссине çитернĕ.

Технадзор енĕпе илсен, кăçалхи виçĕ уйăхра тăватă çынна административлă майпа явап тыттарнă, вĕсенчен иккĕшĕ пирки ĕçе суда ярса панă. Çул-йĕр надзорĕпе 1 кварталта 9 предписани çырнă, должноçри пĕр çын пирки протокол хатĕрленĕ, ĕçе суда панă.

Паллă ĕнтĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Николаев апрелĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса майăн 10-мĕшĕччен, çурхи шыв-шур тапхăрĕнче, пысăкрах тиев турттаракан транспорт хатĕрĕсене вăхăтлăха çÿретме чарасси çинчен йышăну кăларчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ĕçлемелли чылай.

Статьяна вĕçленĕ май район центрĕнче водительсемпе çуран çÿрекенсене те йĕркене пăхăнма ыйтасшăн эпĕ. Водительсем, автомашинăсене сехетре 30 километртан ытла ан хăвалăр! Çуран çÿрекенсем, асăрханулăха ÿстерĕр, ан васкăр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика