АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин яваплăха ÿстерни кирлĕ

18 апреля 2008 г.

 

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕнче милици ĕçченĕсем кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Пухăннисен умĕнче асăннă тапхăрти криминогенлă лару-тăрупа районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Владимир Рожков паллаштарчĕ.

Ун хыççăн канашлура хăйсене шанса панă уйрăмсенче обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе мĕнлерех вăй хуни пирки районти шалти ĕçсен пайĕн криминаллă милици уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владислав Михайлов тата обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн начальникĕ Сергей Батраков информацисем туса панă.

Канашлу ĕçне район прокурорĕн çумĕ Игорь Троицкий, район администрацийĕпе республикăри Шалти ĕçсен министерствин представителĕсем Леонид Артемьевпа Игорь Шумов хутшăннă, сăмах каланă.

Владимир Михайлович Рожков палăртнă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче 39 преступлени пулнине регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи ку тапхăрта 60 хутчен йĕркене пăснă. Кăçалхи виçĕ уйăхра уйрăмах йывăр мар преступленисем тăвасси нумайланнă. Кун пеккине 21 преступление регистрациленĕ. Асăннă тапхăрта лавккасемпе складсене çаратнă икĕ тĕслĕх, выльăх-чĕрлĕх вăрланă — 3 тата кĕсье телефонĕсене йăкăртнă 4 тĕслĕх вырăн тупнă.

Çавăн пекех ют пурлăха çаратнă — 12, хваттере тустарнипе тĕслĕ металл вăрланă пĕрер тĕслĕхсене регистрациленĕ. Шел пулин те, 2008 çулхи пĕрремĕш кварталта çынна вĕлернĕ пĕр тĕслĕх пулнă.

Кăçалхи виçĕ уйăхра районти шалти ĕçсен пайне вырăнсенчен вăл е ку преступлени пирки килнĕ 285 заявленипе пĕлтернине регистрациленĕ. Çав шутран 31-шпе уголовнăй ĕç пуçарнă, 15 ĕç пирки административлă протокол çырнă. Районти прокуратура вара 19 ĕçе тепĕр хут тĕрĕслеме тавăрса панă.

Мĕн пытармалли пур, обществăлла йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ çынсем эрех-сăрапа ашкăннипе çыхăннă. Кунта, паллах, халăх хушшинче профилактика ĕçне куллен пурнăçласа пыни кирлĕ. Ăна тĕп вырăна хунипех ĕнтĕ кăçалхи виçĕ уйăхра ĕçкĕçсем преступлени туни икĕ хутчен сахалланчĕ. Апла пулин те унччен судпа айăпланнисем 10 тата ниçта та вăй хуманнисем 25 хутчен обществăлла йĕркелĕхе пăснă. Халь районти шалти ĕçсен пайĕнчи вăл е ку преступлени тунăшăн 531 çын профилактика учетĕнче шутланать. Çав шутра психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ 27 тата алкоголиксем 154 çын.

— Ăçта куç кĕретех ĕçкĕ-çикĕ хуçаланать, çавăнта йĕрĕх те хуçаланать, — тет Владимир Михайлович. — Темиçе цифра илсе кăтартам-ха.

Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, районта тĕрлĕрен сăлтава пула тавлашу-харкашу пуçарнă 58 çемьене учета илнĕ. Вĕсене тÿрĕ çул çине тăратассипе уйрăмшаррăн профилактикăпа воспитани ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çакăнта милици ĕçченĕсем ял тăрăхĕсенчи обществăлла канашсене явăçтарнă. Вĕсем вырăнсенче мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни пирки уйăхсеренех районти шалти ĕçсен пайне пĕлтереççĕ.

Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен 17 çамрăк учетра тăрать. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлайманшăн 7 ашшĕ-амăшне явап тыттарма тивнĕ.

Хальлĕхе чылай граждансем административлă право йĕркине пăсаççĕ. Кунашкалли кăçалхи пĕрремĕш кварталта 311 тĕслĕх пулнă. Саккуна пăсни уйрăм çынсемпе тата суту-илÿ (пасар) тытăмĕпе çыхăннă.

Йĕркене пăхăнман çынна каçару çук. Ун пеккисене, саккунпа килĕшÿллĕн, административлă майпа явап тыттараççĕ. Çавнашкал граждансене кăçалхи виçĕ уйăхра 42500 тенкĕлĕх штрафпа, çав шутран 30000 тенкине шыраса илнĕ.

Владимир Рожков обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес çĕрте милици ĕçченĕсен халăх хушшинче ытларах пулмаллине, вăл е ку преступление çийĕнчех тăрă шыв çине кăларассипе лайăхрах ĕçлемеллине тата профилактикăлла ĕçе татах вăйлатмаллине палăртрĕ. Тата халăх пурлăхне çаратнă-вăрланă тĕслĕхсене çийĕнчех тупса палăртассипе çине тăрса ĕçлеме ыйтрĕ. Унччен судпа айăпланнисем хушшинче те профилактика ĕçне вăйлатмалла.

Канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. Рожков вырăнсенчи йĕркелĕхшĕн чăн малтан милицин участоксенчи уполномоченнăйĕн çирĕп сăмахĕ кирлĕ пулнине пытармарĕ. “Хăш-пĕр çĕрте,каçарăр та, хамăрăн яваплăха туймастпăр-ха”, — терĕ вăл.

Критика вырăнлах. Çакна районти прокурорăн çумĕ Игорь Троицкий те çирĕплетрĕ. “Чĕрĕ ĕç кирлĕ, хут çырнипех лăпланса лармалла мар”, — каларĕ вăл.

Хальлĕхе обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе вырăнсенчи профилактика канашĕсем те çителĕксĕртерех ĕçлеççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Еншик Чуллăпа Чатукасси ял тăрăхĕсенче ырă улшăнусем çукрах.

Районти ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçĕ-хĕлĕ те савăнтараймасть пире. Вĕсен шучĕ пур-ха, 405 çынна яхăн дружинăсенче. Шел пулин те, преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессипе виçĕ пуслăх та усă кÿреймеççĕ. Кун йĕркинчи çивĕч ыйту, паллах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика